Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырасчӗ (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь киввине, пиҫнӗ-пиҫменнине, шыраса-юсаса вӑхӑта сая яриччен пиҫнӗ йӗркесем ытларах ҫырасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пирӗн ҫинчен Тукмак Тукмаковӑн фельетон та пулин ҫырасчӗ хӑть, ҫавах чапа тухаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кашни салтак ҫинчен мӗн те пулин ҫырасчӗ, унӑн сӑнарне, унӑн пӗр сӑмахне те пулин пулас ӑрусем валли хӑварасчӗ — шухӑш ҫавӑн пекрех ман.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫырасчӗ те, ӑҫта ямалла вӑл ҫырӑва?

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫырасчӗ ун патне часрах.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн та питӗ ҫырасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пит те ҫырасчӗ, вӑхӑт тупаймарӑм…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кукамай патне ҫыру ҫырасчӗ, эпӗ халь чӗрӗ чухне вӑл килтӗр те мана больницӑран вӑрласа илсе кайтӑрччӗ, анчах ҫырма пулмасть: алӑсем тыткалаймаҫҫӗ, ҫитменнине хучӗ те ҫук.

Написать бы письмо бабушке, чтобы она пришла и выкрала меня из больницы, пока я еще жив, но писать нельзя: руки не действуют и не на чём.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— «Пӗр ача» тесе ҫырасчӗ, а вӗсем унӑн хушаматне пӗтӗмпех ҫырса хунӑ».

 — Написали бы: «один мальчик», а то полную фамилию напечатали».

26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Санӑн хушса ларасчӗ те листовкӑсем ҫырасчӗ!

Тебе только приказывать да листовки писать!

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тӳрлетесчӗ, тепӗр хут ҫӗнӗрен ҫырасчӗ, анчах кая юлнӑ — акӑ хурлӑх…

Исправить бы все и переписать заново, да поздно — вот горе…

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Хӑвӑн юлташусем патне каллех ҫырасчӗ сан: мӗн тесен те, пӗлнӗ пулӗччӗҫ…

— Ты бы написал опять к кому-нибудь из своих приятелей: узнали бы, по крайней мере…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Халӗ акӑ ҫырасчӗ!

— Вот бы теперь и написали.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Сирӗн, сударь, хуҫа патне ҫырасчӗ, — терӗ Захар: — вара, тен, вӑл пире тӗкӗнмӗччӗ, малтан леш хваттере ҫӗмӗрттерӗччӗ.

— Вы бы написали, сударь, к хозяину, — сказал Захар, — так, может быть, он бы вас не тронул, а велел бы сначала вон ту квартиру ломать.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑт ҫакӑн пирки ҫырасчӗ сирӗн.

Вот бы вам об этом написать.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Чирлес марччӗ, татах ҫырасчӗ тесе пурӑнатӑп халӗ.

Живу сейчас как бы не захворать, ещё написать бы.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех