Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырассине (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мухтанасса сахалтарах мухтан, ҫырассине ытларах та лайӑхрах ҫыр.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Унӑн ултавӗ-мӗнӗ ҫинчен статья ҫырассине вак-тӗвек тесе шутланӑ-ха Таранов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Статья ҫырассине пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн Таранов Сехмет Сантӑрккин кӗнекине кӑларасси пирки шухӑшлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Василий Иванч мӗн ҫырассине эпӗ ахалех пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫырассине, паллах, ачи хӑй аллипе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗпӗрьяна ку ӗҫе хутшӑнтарас килмест: вӑл нумайӑшне — эп ҫырассине — ӑнланаймӗ те.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуринчен ытла пурнӑҫри хӑйӗн чи паллӑ ӗҫне — «Гулливер ҫулҫӳренисем» ятлӑ романа ҫырассине пит вӑрттӑн тунӑ.

Особой таинственностью он окружил создание главного труда своей жизни — романа — «Путешествия в некоторые отдаленные страны света Лемюэля Гулливера, сначала хирурга, а потом капитана нескольких кораблей».

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Ҫапах та ӑна кайран-кайран каласа ҫавӑрчӗҫ, анчах вӑл мана ирӗке кӑлармалли условисене ҫырассине ҫине тӑрсах хӑй ҫине илчӗ.

В конце концов его удалось уговорить дать свое согласие, но он настоял, чтобы ему было поручено составление условий, на которых я мог получить свободу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Алешка, кала-ха: мӗншӗн ҫырассине «синенький» тесе ҫыраҫҫӗ, калассине «финики» теҫҫӗ?

— Алёшка, отвечай: почему пишется — синенький, а говорится — финики?

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл хӑйӗн ҫырассине манса та кайнӑ ӗнтӗ, юлашки тытӑҫу ҫинчен кӑна ӗмӗтленнӗ, урӑх нимӗн ҫинчен те шутламан.

Он уже забыл о своём завещании, он весь был захвачен мечтой о последней схватке и, должно быть, ни о чём уже другом думать не мог.

Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.

Хӑмӑн тарҫӑ хута пӗлменнине эпӗ пӗлеттӗм, анчах вӑл ман ятлӑ карточкӑна палласа илӗ те камран та пулин малалла ӑнлантарса пама ыйтӗ тесех шутларӑм, ҫырассине те эпӗ юнпа ҫыртӑм.

Несмотря на то что мой слуга был неграмотен, я не сомневался, что он узнает, от кого эта весточка, главным образом потому, что это была моя карточка, после этого он, конечно, обратится к кому-нибудь за дальнейшими объяснениями, тем более что я писал кровью.

ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫырассине хӗрарӑм алли ҫырнӑ, — тенӗ вӑл татах, каллех хут татӑккине тӗллесе пӑхса.

Надпись сделана женской рукой, — продолжал он, снова всматриваясь в бумажку.

LХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах палӑртнӑ программӑна — Вӑтам Азире меловӑй тапхӑрти ҫӗре чавса ӗҫлекен геологсем патне вунпӗр ҫыру ҫырассине, пурнӑҫланӑ.

Но намеченная программа была выполнена — одиннадцать писем к геологам, работавшим в области меловых отложений Средней Азии,

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Джим кӑмӑлсӑрланчӗ, апла тӑвиччен «кофене табак ярса хутӑштаратӑп» терӗ, ытти пирки те вӑл питӗ мӑкӑртатрӗ, нимӗн те тӑвасшӑн мар: куршанакпа та аппаланас килмест унӑн, йӗкехӳресем валли купӑс та калас килмест, ҫӗленсене, эрешменсемпе ытти ҫавнашкал чӗрчунсене те алла вӗрентесшӗн мар; ытти ӗҫсене те: перо тӑвассине, чул ҫине ҫырассипе дневник ҫырассине тата урӑх ӗҫсене те пач йышӑнасшӑн мар.

Джим на это сказал, что уж лучше он себе табаку в кофей насыплет, и вообще очень ворчал, ко всему придирался и ничего не желал делать: ни возиться с репейником, ни играть для крыс на гармошке, ни заманивать и приручать змей, пауков и прочих тварей; это кроме всякой другой работы: изготовления перьев, надписей, дневников и всего остального.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫакнашкал вӑхӑтра эп Наташа юратӑвне хама май тавҫӑрма тытӑнатӑп: вӑл мӗнле шухӑшлама пултарнине, шанчӑкӗ епле пулнине, ҫук ҫырӑвӗсене мӗнлерех ҫырассине туятӑп.

Я в мельчайших подробностях представлял себе ее любовь к себе, ее мысли, надежды, даже письма ее ко мне, которых не было…

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Гленарван ҫак вырӑна ҫырса ҫитрӗ те, вара майор, Гленарванӑн йӗрке хыҫҫӑн йӗрке ҫырса пыракан алли ҫинчен куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑраканскер, «Айртон» ята вӑл мӗнле ҫырассине ыйтрӗ.

Гленарван дошёл до этого места в письме, как вдруг майор, не спускавший глаз с руки Гленарвана, выводившей строчку за строчкой, спросил, как он пишет имя «Айртон».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гротӑнни тӑрӑх тӗрӗс ҫырассине эпир туса пӗтернӗ ӗнтӗ, пӑхса тухнӑ.

Правописание по Гроту мы уже одолели.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах паян вӑхӑт чылай пулчӗ, ҫавӑнпа ҫырассине ырана хӑварма лекет.

Но попросил разрешения начать завтра, так как сегодня уже очень поздно.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Ҫырассине статистика валли ҫыраҫҫӗ.

Записывание ведется ради статистики.

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Вӑл темӗнле ӑнланмалла мар сӑмахсене: «кӳрентереҫҫӗ», «часрах пӗтерессишӗн», «хушаҫҫӗ», тата тӗрӗс ҫырассине пӗртте пӑхӑнмасӑр, пушар хыҫҫӑн кӑнтса тӑракан юпасем пек, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан пысӑк саспаллисене такӑнкаласа аран вуларӗ.

Спотыкался на трудных и туманных словах: «преисполняют», «ныне возникших», «повелевают», «скорейшему прекращению», и на множестве больших букв, торчавших из строчек вопреки всяким правилам правописания в совершенно неожиданных местах, как обгорелые пни на пожарище.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех