Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпӑҫтарма (тĕпĕ: ҫыпӑҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахаль ҫынпа Турӑ хушшинчи асамлӑ ҫыхӑнӑва эсӗ ҫеҫ ҫыпӑҫтарма пултаратӑн, — тесе каласшӑн пулӗ ҫиппи.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

— Ӗнер мар виҫӗм кун ирхине эпӗ ҫӳлти хута виҫӗ кӗтеслӗ тӗрексене шӑратса ҫыпӑҫтарма хӑпарма хатӗрленетӗп, — сӑмахне тӑсрӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сирӗн урай-мачча плитисем выртмалли кӗтеслӗхсене шӑратса ҫыпӑҫтарма мӗн чухлӗ тӳлеҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Тараканлах ан хӑрӑр, — кулса илчӗ тӗп инженер, — тимӗре шӑратса ҫыпӑҫтарма пулӑшакан трансформатор вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Петр Макарович хушнипе, Федьӑпа Кирук нимӗҫ гарнизонӗн штабӗ вырнаҫнӑ яла — Войницӑна — листовка ҫыпӑҫтарма кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр касса йӑвантарнӑ йывӑҫа хӑть шелле эс, хӑть ан та шелле каялла ҫыпӑҫтарма ҫук ӑна.

Однако было уже поздно: как говорится, срубленное дерево, жалей его не жалей, обратно не приставишь.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эп ҫыпӑҫтарма май пур тесе-ха, сана хам пата ҫӗр хута улаха килчӗ тесе…

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аврине шӑратса ҫыпӑҫтарма йывӑрах мар.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑштах аптӑранӑ Бутлер чӗнмерӗ, сигарин сӗвӗннӗ ҫулҫине сурчӑкӗпе ҫыпӑҫтарма пуҫларӗ.

Смутясь, Бутлер стал молча заклеивать слюной отставший сигарный лист.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Малтан нимӗн тума та пӗлменскер — Корнелия Давенант чӑлха ҫыхма, шлепке ӑсталама, рак хуранӗнчен рамка е курупка ҫыпӑҫтарма вӗренчӗ, тепӗр чух чечекпе сутӑ турӗ.

Не умевшая раньше ничего делать, Корнелия Давенант выучилась вязать чулки, мастерить шляпы, клеить рамки и коробки из раковин, иногда торговала цветами.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл Лонгрен тетте ӑсталакан сӗтел хӗррине ларчӗ, карап умне руль ҫыпӑҫтарма хӑтланса пӑхрӗ; ҫак япаласене сӑнанӑ май вӗсем Ассоле пысӑк пек, чӑн-чӑнла курӑнма тытӑнчӗҫ.

Она села к столу, на котором Лонгрен мастерил игрушки, и попыталась приклеить руль к корме; смотря на эти предметы, невольно увидела она их большими, настоящими.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ачасем ҫинӗ хыҫҫӑн каллех шыв хӗрне пырса ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ.

Поев, дети вернулись к реке и снова занялись лепкой.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ача час-часах вӑрӑммӑн сывланӑ, хӑй ҫиме пӑрахса вӑл старик ҫине пулӑшу ыйтнӑ евӗр пӑхнӑ, пулӑшу кӗтсе илеймесӗр вӑл тепӗр хут ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ.

Мальчуган часто вздыхал, отрывался от работы и умоляюще посматривал на деда; не дождавшись от него помощи, он снова начинал лепить.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Алла тытсан вӑл типӗ пек туйӑнать, анчах вӑл ҫыпӑҫтарма питех те юрӑхлӑ.

— На ощупь глина как будто еще суховата, но это как раз впору.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Киле, хутора таврӑнсан, шлепкипе суртюкне хывса хуричченех ванчӑк савӑта ҫыпӑҫтарма пуҫларӗ.

Приехав домой на хутор, папа, не сняв даже шляпы и сюртука, тут же склеил супницу.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«Чипер ӗҫ! — шухӑшласа илнӗ Коля. — Ку хӗрача пирӗн ҫумма темле ӗҫ те ҫыпӑҫтарма пултарать, вара нимӗҫсем пӗтӗм района ура ҫине ҫӗклӗҫ».

«Милое дело! — подумал Коля. — Эта девочка нам таких дел припишет, что фашисты весь район на ноги поднимут».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Пӗр вӑхӑтрах алла приказ тытма тата ордена тумтирсем ҫине ҫыпӑҫтарма канлӗ пулмарӗ.

Одновременно держать приказ и привинчивать орден было неудобно.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Вӑл пысӑк… ӑна кантӑк ҫине ҫыпӑҫтарма май ҫук.

— Да… он большой, такого не наклеишь.

XIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вася Пирожок тӑр-кӑнтӑрлах полицейскисен ҫурӑмӗсем ҫине те листовкӑсем ҫыпӑҫтарма ӑс ҫитеретчӗ.

Вася Пирожок ухитрялся наклеивать на спины полицейским листовки даже среди бела дня.

Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Икӗ чун, икӗ именчӗклӗ кӑмӑл, халь мӗн каланине хурлӑх, инкек икке пайлассине сисмесӗр, уямасӑр, тепре тутапа тута ҫыпӑҫтарма хӑюсӑрланса, пӗр-пӗрин ҫумне ыррӑн, тӑванлӑн пӑчӑртанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех