Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, писатель тӑпрапа чул витнӗ сӗм аваллӑха та чӗртсе тӑратма пултарать-и, халь пире ӗмӗтре кӑна курӑнакан пуласлӑха та ҫывӑха, куҫ умне илсе килме ӑспа ӑсталӑх ҫитерет-и — вӑл пурпӗрех ун чухне те хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫпа, ҫав саманари ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗсемпе пурӑнать, пӗр сӑмахпа каласан — хӑй вӑхӑтӗнчи сывлӑша сывлать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл хӑй пурӑнакан вӑхӑтри кун-ҫула, хӑй вӑхӑтӗнчи халӑхсен, ҫынсен нумай енлӗ пурнӑҫне ҫырса-сӑнласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эпир ҫакна лайӑх пӗлсе тӑратпӑр: коммунизмла пурнӑҫ туса ҫитерме пирӗн ҫӗршыв пуянлӑхӗ ҫителӗклӗ, ҫав пуянлӑха алла илсе ҫулсерен хушса пыма пирӗн ҫынсен ӑс-тӑнӗ, вӑйӗ-халӗ ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл ӗҫченсен ӑсӗпе алли ӗмӗртен, ҫулсерен хушса пынӑ нумай-нумай пурлӑхпа пуянлӑха вутпа ҫунтарса, шывпа юхтарса ячӗ; вӑл мӗльюншар вӑй питти ҫынсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татрӗ, ҫӗр ҫине мӗльюншар тӑлӑхсем хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лай биржӑра регистрациленӗ тата Тайваньре вырнаҫнӑ транснациллӗ мӗнпур предприятисемпе компанисене тупӑшпа эффективлӑрах майпа усӑ курма чӗннӗ, хӑйсен ӗҫченӗсене пуҫласа сӗнекен ӗҫ укҫине ӳстерсен ҫынсен пурнӑҫӗ ҫирӗп пулӗ тата экономика та тивӗҫлӗ шайра ӳссе пырӗ тенӗ.

Лай призвал все предприятия, компании, зарегистрированные на бирже, и транснациональные компании, базирующиеся на Тайване, разработать более эффективный способ распределения прибыли для поддержания роста экономики и поддержания стабильного уровня жизни за счет повышения стартовой заработной платы, предлагаемой сотрудникам.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Уйрӑм ҫынсен самолёчӗсене Эссен/Мюльхайм тата Марл/Лоэмюле аэропортсем йышӑнма пултараҫҫӗ.

Для частных самолётов предназначены аэропорты Эссен/Мюльхайм и Марл/Лоэмюле.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Анчах та анатри нимӗҫ калаҫӑвӗпе усӑ куракан ҫынсен шучӗ питӗ пӗчӗк.

Однако число людей, употребляющих нижненемецкий диалект, крайне невелико.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Ҫынсен ӗҫмелли шыв ыйтӑвне татса парассипе те территори пайӗнчи ялсенче юлашки ҫулсенче палӑрӑмлӑ ӗҫсем туса ирттерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Чуманкасси территори пайне илес пулсан вара юлашки вӑхӑтра ҫынсен пурнӑҫ шайне лайӑхлатассипе туса ирттерме пултарнӑ ырӑ ӗҫсене курмасӑр ниепле те май ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ялти пуҫаруллӑ та хастар ҫынсен ячӗпе ҫав кун тав сӑмахӗ каласа саламлакан сахал мар пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Йывӑҫ каснӑ чухне автотранспортпа тата ытти хатӗрпе усӑ курсан уйрӑм ҫынсен штрафӗсем тата пысӑкрах пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Должноҫри ҫынсен вара — 20-40 пин тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Хӑйсем тӗллӗн чӑрӑша е лӑсӑлӑ ытти йывӑҫа каснӑшӑн уйрӑм ҫынсен хӑйсен кӗсйинчен 3-4 пин тенкӗ кӑларса хума тивет.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Ҫакӑ пурте – «симӗс энергетикӑн» тытӑмлӑ сыпӑкӗсем, вӑл вара Чӑваш Ене ҫирӗппӗн аталантармалли программӑн пӗр пайӗ шутланать тата ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне малалла ӳстерсе пымалли никӗс пулса тӑрать.

Все это – составляющие «зеленой энергетики», которая является частью программы устойчивого развития Чувашии и базисом для дальнейшего повышения качества жизни людей.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/22/chva ... ergetik-ku

Кӑҫал та ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене аванлатас тесе чылай шухӑша пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Бригадӑри ӗҫсем ҫинчен, ҫынсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫинчен калаҫрӗ Тина.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ялти чылай ҫынсен чӳрече янахӗсене, рамӗсене вӑл туса панӑ, сӗтел-пукан ӑсти те ҫавах, ҫӑматӑ тӗплессине ӗҫ вырӑнне те хумасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Инҫетре ӗҫлесе килнӗ ҫынсен пӗр-пӗрне каласа памалли те тем чухлех пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсен хурӗсем, пӑрӑвӗсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе тырӑ ҫинче ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсен радио итлемелли хатӗрӗсене пухса района леҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех