Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсемсӗр (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ССР Союзӗнче 18 ҫул тултарнӑ пур граждансем те, ӑсран тухнисемсӗр тата судпа айӑпланса суйлав прависӗр хӑварнӑ ҫынсемсӗр пуҫне, пурте депутатсене суйлама пултараҫҫӗ.

Депутаты избираются всеми гражданами СССР, достигшими 18-летнего возраста, за исключением умалишенных и тех, кто лишен избирательных прав по суду.

1. Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Екатерина Студенцова фельдшер ҫак ялти ҫынсемсӗр пуҫне Кӳстерекре парӑнакансен сывлӑхне те пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Искусствӑна парӑннӑ ҫынсемсӗр пулмалли коммунизма ӗненместӗп эпӗ, — тенӗ вӑл — Станиславский хӑйӗн кӗнекине «Манӑн искусствӑри пурнӑҫӑм» тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

В. Н. Любимов историк пӗлтернӗ тӑрӑх («Советская Чувашия», 1953 ҫ., 87 №), Ленӑ шывӗ ҫинче персе пӑрахнӑ рабочисем хушшинче, кунта асӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне, Улатӑрпа Кувакино таврашӗнчен кайнӑ рабочисем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Вӑй питти ҫынсемсӗр тӑрса юлнӑ икӗ старикпе пӗр карчӑк выҫлӑх ҫул хӑйсен пӗртен-пӗр ӗнине пусса ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

виҫҫӗмӗш абзаца «муниципалитет должноҫне,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫак статьян 21-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ ҫынсемсӗр пуҫне,» сӑмахсем хушса хурас;

абзац третий после слов «муниципальную должность,» дополнить словами «за исключением лиц, указанных в части 21 настоящей статьи,»;

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019

а) 2-мӗш пайӑн виҫҫӗмӗш абзацне «муниципалитет должноҫне,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫак статьян 21-мӗш пайӗнче асӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне,» сӑмахсем хушса хурас;

а) абзац третий части 2 после слов «муниципальную должность,» дополнить словами «за исключением лиц, указанных в части 21 настоящей статьи,»;

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019

Вӗсем ҫавна ҫеҫ каларӗҫ: нухайсем пӗр тӑруках виҫӗ яла ҫаратнӑ, ытти икӗ ялӗнчен, ҫынсемсӗр пуҫне, выльӑх та нумай хӑваласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тухтӑр — вӗреннӗ ҫын, ӑсчах, вӑл ҫӗр-шыва, унти юхан шывсемпе кӳлӗсене тӗпчет, ӗҫне ниепле те вӗҫлеймест, мӗншӗн тесен ҫынсемсӗр, таварсӑр, укҫасӑр тӑрса юлнӑ.

Доктор — ученый человек, он изучает страну, ее реки и озера, не может кончить работу, потому что остался без людей, товаров и денег.

XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫука юлтӑм, мана ҫаратрӗҫ; таварсӑр, ҫынсемсӗр — малалла мӗнех тӑвайӑп.

Я был разорен, ограблен; без товаров, без людей — что я мог делать дальше?

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чӑваш АССРӗн 18 ҫул тултарнӑ мӗнпур гражданӗсен, закон йӗркипе ҫирӗплетсе ӑсран тухнӑ тесе йышӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне, суйлама тата суйланма право пур.

все граждане Чувашской АССР, достигшие 18 лет, имеют право избирать и быть избранными, за исключением лиц, признанных в установленном законом порядке умалишенными.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Хамӑр ҫынсемсӗр пуҫне никам та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫынсем калаҫнӑ тӑрӑх ҫапла тухать: ҫав пурнӑҫ тени — вӗсем хӑйсем мар иккен, ҫынсемсӗр пуҫне тата темскер пур иккен, ҫавӑ вӗсене пурӑнма кансӗрлет имӗш.

А люди всегда говорят так, как будто это не они, а есть еще что-то, кроме людей и оно мешает им жить».

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Лелька каюта тӑрӑх сӗтеле, вырӑна шыва путасран хӑтӑлма пробка тултарса тунӑ пысӑк ункӑсене хыпашласа пӑхса ҫӳрет, амӑшӗ каллех ывӑлне вӗрентсе калать: куккуна итле, мӑн ҫынсемсӗр шыва ан кӗр — турӑ сыхлатӑрах! — пӗчӗк ача пек малтанах тутлӑ кукӑльсене ан ҫи, унччен пӗҫернӗ какай тата хытӑлла пӗҫернӗ ҫӑмарта ҫимелле, унтан — тутлине; пӑрахут тӑрӑх чупса ан ҫӳре, ытла хӗррине ан пыр, шывалла пӑхса ан тӑр, атту пуҫу ҫаврӑнса кайӗ, — пӗр сӑмахпа, кун пек чухне амӑшӗсем мӗн калама пултараҫҫӗ, ҫавна йӑлтах калать, ҫакна пула Костьӑна питӗ кичем пулса ҫитет.

Лелька бродит по каюте и ощупывает стол, койку, пробковые спасательные пояса, а мама опять повторяет наставления: слушаться дядю, без взрослых не купаться — боже упаси! — и не хватать сразу, как маленький, сладкие пирожки, а сначала есть вареное мясо и яйца вкрутую, потом сладкое; по пароходу не бегать, к краю не подходить и в воду не смотреть, а то закружится голова, — словом, все, что в таких случаях говорят мамы и от чего Косте становится невыносимо скучно.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл ҫынсемсӗр, кӗнекесемпе кӑна лӑпкӑн, пӗччен пурӑнасси ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, мӑнастир ҫинчен, вӑрманти хурал пӳрчӗ, чугун ҫул будки ҫинчен Перси ҫинчен тата ӑҫта та пулин хула хӗрринче ҫӗрлехи хуралҫӑра пурӑнасси ҫинчен шухӑшлатчӗ.

Этот человек мечтал о тихой, одинокой жизни с книгами, без людей, о монастыре, лесной сторожке, железнодорожной будке, о Персии и должности ночного сторожа где-нибудь на окраине города.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ ӑна: ҫынсемсӗр питӗ кичем, тесе ӑнлантарса патӑм, анчах вӑл ятлаҫма тапратрӗ.

Я объяснил ему, что без людей — скучно очень, но он стал ругаться.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗтӗмпех вилӗ, пушанса, ҫынсемсӗр тӑрса юлӗ планета.

Планета останется полностью мертвой, опустошенной и безлюдной.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Апла пулсан, ҫитес вӑхӑтрах пачах ҫынсемсӗр ӗҫлекен установкӑсем пулаҫҫӗ пулӗ?

Значит, скоро появятся установки совсем без людей?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫынсемсӗр унта нимӗнле савӑнӑҫ та ҫук.

Без людей — веселья нет.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫакӑн пек правилӑна тытса пыраҫҫӗ: арлӑ-арӑмлисене, ҫӗнӗ ҫынсемсӗр тата пӗрлехи пурнӑҫа уявлакансемсӗр пуҫне, уйӑраҫҫӗ.

Придерживаются и второго основного правила: супружеские пары разъединяют, за исключением новобрачных и празднующих годовщины супружеской жизни.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех