Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсемех (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, сирӗн ҫӗрӗрсем те юнашарах, пӗр пек ҫӗрех, ҫыннисем те ҫав ҫынсемех темелле.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир те чӗрӗ ҫынсемех вӗт, пирӗн те кашнин хӑйӗн хуйхи-суйхи, телейӗ-савӑнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑн пек ҫынсемех элеклӗ ҫырусем ҫыраҫҫӗ, алне ан паллаччӑр тесе, усал ӗҫе ачисене те явӑҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Ан хӑрӑр, шуйттансем мар эпир, ҫынсемех.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кусем хамӑр пек ҫынсемех.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян, ав, ҫав ҫынсемех пуҫӗсене уснӑ та пӗр-пӗрне сӑмах хушмасӑр чӗлӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла эпир иксӗмӗр пӗр пусӑмри ҫынсемех пуль?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗшӗ те вӗсем колхозра ятлӑ ҫынсемех пулнӑ: ферма заведующинче те, бригадирта та ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Григорьев Василисен ашшӗ-амӑшӗ чухӑн ҫынсемех пулман курӑнать, Василирен тӑваттӑра юлнӑ ун аслӑ ывӑлӗ Иван, Етӗрне хулинчи вырӑс шкулӗнчен вӗренсе тухса, ҫитӗнсе, салтак служби шучӗпе Питӗрти пӗр ҫар штабне ҫыруҫа вырнаҫма пултарнӑ-ҫке.

Очевидно, родители Василия Григорьева были людьми небедными, потому как старший из четырех его сыновей Иван сумел окончить в Ядрине русскую школу и в счет солдатской службы устроился писарем в одном из военных штабов в Питере.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялти чипер ҫынсемех ӑна халь тӑшман пек курӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Деревенские старики, которых он знает с детства, кажутся ему сейчас ярыми врагами.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем те ҫав ҫынсемех ӗнтӗ.

Люди как люди.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумай чухне пӗр айӑпсӑр ҫынсемех вилсе пӗтеҫҫӗ-ҫке, мӗншӗн пӗрре ун пек пуянӑн сасартӑк пӗтмелле мар?

Бывает же, погибают невинные люди, почему бы богатеев не трахнуть грому-батюшке?

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Тен, ман ҫынсемех пуль…

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Парадокс: ҫынсемех сире тунсӑхран сирӗҫ.

И вот парадокс - именно люди помогут выкарабкаться.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ҫынсемех сире тунсӑха сирме пулӑшӗҫ.

И вот парадокс - именно люди помогут выкарабкаться.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗр-пӗрне пӗлмен ҫынсемех мар.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсемех лараҫҫӗ пуль унта? — татса каларӗ Валери.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах нумай пулмасть ҫеҫ пӗрле ӗҫленӗ пӗрле калаҫнӑ-кулнӑ ҫынсемех хӑвӑрт ҫапла улшӑнса кайнине ӗненес килмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ак тата ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсемех тепӗр чухне ҫавнашкал юррах юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Ытти пули-пулми хурахсем ҫав териех кӑклӑ, таҫта та тымар ярса ӗлкӗрнӗ ҫынсемех мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех