Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынран (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӳт мар вӗт — Воробьевсен туратлӑ йӑхӗнче арҫынсем пурте пуҫӗсене хунӑ — ҫирӗм пилӗк ҫынран пӗри те таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хӑйне евӗрлӗхпе вӑл ӑна ытти ҫӗршер ҫынран та уйӑрса илме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнтанпа Ваҫиле ют ҫынран пӑрӑнса ҫӳреме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кун пирки хӑй те тӗшмӗртетчӗ-ха, анчах та ӑслӑ, «вӗреннӗ» ҫынран ҫакӑн пирки пуҫласа илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Сана ан асӑрхаччӑр тесен — мала сиксе ан тух», — асламӑш, кӑмпана ҫӳреме юратнӑскер, вӑрманта ӳсекен кӑрӑҫ пирки каланӑ ҫак сӑмахсене Ваҫиле ват ҫынран пӗрре мар илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хама ҫав тери телейлӗ ҫын тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫынран пӗри те пулин вӗрентекен ҫул-йӗрне суйласа илчӗ пулсассӑн, ку — пысӑк телей» — савӑнӑҫлӑн пӗлтерет Н.Г.Боровкова.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ҫав икӗ ҫынран суйланӑ та.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗмӗрле округӗн - ҫӗнӗ пуҫлӑх // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36674.html

Ҫынна юратни вара, ҫынна юратни кӑна ҫынран ҫын тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Кам эс. — ыйтать хӗр питне пытаракан ҫынран.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

13 ҫынран тӑракан ушкӑн Ново-Мариинскри администраци ҫыннисене хӑваласа янӑ, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче контрреволюциллӗ хирӗҫтӑру пулса иртнӗ, ҫапла май Ревкомӑн 11 ҫыннине персе пӑрахнӑ.

Группа из 13 человек свергла администрацию в Ново-Мариинске, 31 января произошёл контрреволюционный переворот, 11 членов Ревкома были расстреляны.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Йӑхӑн генеалоги йывӑҫӗ халӗ 70 ытла ҫынран тӑрать.

Генеалогическое древо рода сейчас состоит из более 70 человек.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Е хӑвӑра килӗштерекен икӗ ҫынран пӗрне суйлама тивӗ.

Ну или пришло время выбрать из двух поклонников одного.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак ҫамрӑк ҫынран.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах манӑн ҫакна калас килет: пӗрне-пӗри юратса пӑрахнӑ икӗ ҫынран пӑри самолет ҫинче ларса пырать пулсан, унтан ҫав самолета зенитнӑй снаряд лекет е пулеметран кӑларса янӑ черет витӗрех шӑтарса тухнипе ҫав самолет сывлӑшрах ҫунса каять пулсан…

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав самантрах Оля ҫине пӑхма пӑрахса, сасӑ еннелле ҫаврӑнчӗ те пӗрле килнӗ сакӑр ҫынран пӗри, Колышев аслӑ лейтенант, кӑшт аяккарахра тӑрса Завьялова аллипе сулнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темшӗн унӑн хӑйне ҫак ҫынран ҫӳлерех тытас килет.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗн, эпир ҫынран катӑк-и?

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл халӗ тин хӑйӗн пӗтӗм инкекӗ ҫак ҫынран килсе тухнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса кӗнекесене уҫкаласа пӑхрӗ: вӗсем тӗрлӗ ҫынран иккен.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр кунне, ирех, икӗ Иванович (Тихон Иванович бухгалтерпа Сергей Иванович председателе ялта кӗскен ҫапла чӗнеҫҫӗ) тӗл пулса лайӑх канашларӗҫ, вара виҫӗ ҫынран комисси турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех