Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынран (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ултҫӗр ҫынран тӑракан хурал тытса тӑма ирӗк панӑ, ҫавӑн пекех Наполеона Утрав императорӗ тесе пӗлтернӗ.

Ему разрешали держать личную охрану из шестисот человек, также Наполеон был объявлен Императором острова.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

«Кунта яланах ҫапла-и?» — ыйтрӑм хам умра тӑракан пӗр ҫынран.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Телейлӗ ҫынран урӑх мӗн ыйтӑн ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Николай Ананьевич хӑйӗн сӑмахне ҫирӗп тытрӗ: Светлана патне куллен виҫӗ ҫынран ытла кӗртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тепӗр виҫӗ кунсӑр эпӗ сире палатӑна кӗртме пултараймастӑп, — татӑклӑн каларӗ врач, — ун чухне те виҫӗ ҫынран ытла кӗртместӗп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫапах та эпӗ салтаксем хушшинче чи телейлисенчен пӗри шутланнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпӗ юратнӑ ҫынран кашни кун тенӗ пекех ҫыру илсе тӑраттӑм, хам та ун патне ҫыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Отканӗ те, кинӗ те ҫынран пӗр япала илес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫын умӗнче хӑй хырӑмлине кӑтартма вӑтанми пулчӗ, ҫынран пӑрӑнса ҫӳреме сӑлтавӗ те ҫукчӗ — Ҫимун пек упӑшка хальхи вӑхӑтра кашнинех лекмест те-ха!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна тек ҫынран пытараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тӑван йӑмӑкне вӗлернӗ ҫынран тем те кӗтме пулӗ, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынран кулса ан ҫӳрӗр!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ват ҫынран кулмасан, камран кулмалла тата.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, ҫынран ытлашши мӗн турӑм-ши эпӗ, Марье?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана пулӑшма эпӗ икӗ ҫынран ытла параймастӑп, — терӗ председатель правленире канашласа ларнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турра шӗкӗр, ҫынран кая пурӑнман.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ытлашши кулаҫҫӗ ҫынран

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Леш те, пӗччен тӑрса юлнӑскер, унталла-кунталла пӑхкаласа тӑчӗ-тӑчӗ те: — Эпӗ мӗн, ҫынран катӑк-им, эпӗ мӗн, кӗлте ҫыхса курман-им? — текелесе ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кашнинче тапак сутаҫҫӗ — таҫта чикеҫҫӗ укҫине: ни хаклӑ япала туянни ҫук, ӗҫме-ҫиме те ҫынран ытла темех ҫимен…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан кул ҫынран, ан кул, — икӗ янахлӑ питне Архип Григорьевич еннелле пӑрса, сиввӗн пӑхрӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватӑ ҫын, районти паллӑ учитель, хисеплӗ директор, палламан ҫамрӑк ҫынран ҫак сӑмахсене илтсен, хӗрелсе кайнӑ, тӳрех ним ӑнланса илеймен, тата мӗнле сӑмахсем илтессе кӗтсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех