Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынпа (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирлӗ мар ҫыхӑнусенчен хӑтӑлса хӑвӑршӑн хаклӑ ҫынпа ҫывӑхланма пултаратӑр.

Вы освободитесь от ненужных уз и сможете соединиться с тем, кто вам дорог.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ нумай япала ҫынпа хутшӑнма пӗлнинчен килет.

Многое сейчас будет зависеть от вашего умения ладить с людьми.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынпа хутшӑну шанчӑклӑ.

Взаимоотношения с любимым человеком будут доверительными.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынпа ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать.

В отношениях с любимым человеком могут возникнуть разногласия.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсене юратнӑ ҫынпа романтикӑллӑ лару-тӑрура ирттерӗр.

Выходные проведите с близким человеком в романтической обстановке.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынпа вӑхӑта ирттерме май тупӑр, ку сире иксӗре те лайӑх витӗм кӳрӗ.

Найдите больше времени, чтобы провести его с любимым человеком, это положительно скажется на вас обоих.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫук, хальлӗхе тытӑҫма юрамасть ку ҫынпа — калаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ку ҫынпа мӗнле пӗр чӗлхе тупмалла-ши тесе шутлатӑп: «Шупашкар хулинче «украинсен ҫӗрӗ» ӑҫта пур-ши?

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Хӗллехи ӑшӑ пӳрт шӑплӑхӗнче пӗр шӗвӗркке васкамасӑр кӗнеке вулать, ватӑ ҫынпа пӗчӗк хӗр ача вара пит тимлӗн итлесе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ахаль ҫынпа Турӑ хушшинчи асамлӑ ҫыхӑнӑва эсӗ ҫеҫ ҫыпӑҫтарма пултаратӑн, — тесе каласшӑн пулӗ ҫиппи.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пӗри ҫулланнӑ ҫынпа таҫтан килчӗ те, документ кӑтартма ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса пурнӑҫ тути-масине аван пӗлсе ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Васелиса хӑйпе пӗрле килнӗ ҫӗнӗ ҫынпа пӗр йышри ӗҫтешӗсене паллаштарчӗ те директор шкулта пурри-ҫуккипе кӑсӑкланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл урапа ҫинчен сиксе анчӗ те ял хапхине хӑйне ӑсатма тухнӑ кашни ҫынпа ыталашса, кашни ачана йӑта-йӑта чуптуса уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Малта, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынпа вӑрӑммӑн утасласа, Юркка пырать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вырӑнти пуҫлӑхсемпе ҫеҫ мар, районти чылай ҫынпа ӗҫлӗ ҫыхӑну тытрӗ редактор.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Шухӑшлатӑп-шухӑшлатӑп та, ҫынпа усал пулас килмест манӑн.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ҫав вӑхӑтрах Порту-Санту ҫинче пурӗ 4500 яхӑн ҫын кӑна пурӑнать, халӑх йышлӑхӗ кунта пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине 112 ҫынпа танлашать.

В то же время на Порту-Санту проживает всего около 4500 человек, а плотность населения составляет 112 человек на км².

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Регионти пӗтӗм халӑх йышӗ — 267 785 ҫын (2011), вӗсенчен ытларахӑшӗ Мадейра тӗп утрав ҫинче пурӑнать, халӑх йышлӑхӗн виҫи унта 1 тӑваткал ҫухрӑм ҫине 337 ҫынпа танлашать.

Общее население региона — 267 785 человек (2011), большинство из которых проживает на главном острове Мадейра, где плотность населения составляет 337 человек на км².

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫынпа ӗҫлеме пултарайман начальник хӑҫан коллектив ятне, чысне ҫӗкленӗ?

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех