Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннусене (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ӗнене мар, хӑв ҫыннусене те чухлаймастӑн…

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кунта вара хӑвӑн чи ҫывӑх ҫыннусене хӑвар, вӗсем ҫармӑссен отрячӗсене кӗтсе илччӗр те эпӗ Мускав еннелле кайма хатӗрленнине пӗлтерччӗр.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ, Хусанкка, хӑвӑн ҫыннусене ил те малтан каҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ те хӑв ҫыннусене вотяксем патне яр.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Яр хӑвӑн ҫыннусене Пушкӑрта.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыннусене те кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан ывӑлна ҫакнине курсанах ҫыннусене илсе Хусантан тармалла пулнӑ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнех вара тет Иван Васильевич, эсӗ пире сӑтӑр тума унта хӑвӑн ҫыннусене яратӑн пулсан эпӗ те санран ӳксе юлмӑп, Хусан престолӗ валли хам ҫынсене хатӗрлӗп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, сан ҫыннусене, касимовецсене ярсан та кансӗрлемест унта?

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чар эсӗ ҫыннусене ҫӑвар карма…

Сию же минуту прикажи им замолчать!..

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла эсӗ хӑвӑн ҫыннусене ертсе тухатӑн? — ку сӑмахсене илтмен пек ыйтрӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сан ҫыннусене ырлама та юрамасть-и?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла кала хӑвӑн ҫыннусене.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫарпа кайнӑ чух сан ҫыннусене вӑйпах туртса илетӗп, вӑл ҫеҫ мар, пӗр-ик ҫӗр лаша та памалла пулать санӑн, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл енне кайсан эп сан килӳнте хӑяккӑн кӑна выртатӑп, чӗнтер хӑвӑн ҫыннусене, тӗпче ман умра.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кала хӑвӑн ҫыннусене, кунтарах пуҫтарӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир хулана кӗрсе ҫыннусене чӗтре чирне ертрӗмӗр, эсӗ, баскак, хаман ҫывӑрса ларатӑн, пирӗн Танук-нойона кӗтсе илме те уйламастӑн…

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аҫу умӗнче эпир тупа турӑмӑр, сана та, санӑн ҫывӑх ҫыннусене те сыхлама.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эпӗ акӑ мӗн сӗнетӗп, хӑвӑн ҫыннусене эсӗ те ҫавнах кала: пурте харӑс ҫапӑҫас вырӑнне эпир санпа иксӗмӗр ҫапӑҫӑпӑр — пӗччене пӗччен.

Предложи своим воинам то же, что предложу я своим: вместо общей драки драться будем мы с тобой — один на один.

Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.

— Тарас Дементьевич, халех пурне те — хӑвӑн ҫыннусене те, утлӑ резерв милиционерӗсене те пуҫтар! — хушрӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех