Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑмахсем площадьре тӑракан кашни совет ҫыннинех Саша ӑна хӑйне хӗрӳллӗн чӗнсе каланӑ пек туйӑнчӗ…
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ольга Николаевна, кашни чӑн-чӑн совет ҫыннинех ӗненмелле.А верить, Ольга Николаевна, надо в каждого настоящего советского человека.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Стефчовӑн чунӗ тӗксӗм те хаяр, анчах хальхинче унӑн кашни пӑлхар ҫыннинех тивӗҫекен пӑлхавлӑ туйӑм хускалса кайрӗ.
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
5. Эпир апла тума хытарсах чарса лартрӑмӑр, вара пур ҫынна та кӑмӑллакан йӑламӑрпа вӗсен пурӑнӑҫне сыхласа хӑвартӑмӑр; ҫӳлти Турӑ иудейсен шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ пулнине, Вӑл, ашшӗ ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек, яланах вӗсен хутне кӗнине пӗлсессӗн, тата вӗсем хамӑрпа та, пирӗн асаттемӗрсемпе те ялан ырӑ пулнине шута илсе, эпир, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, вӗсене кирек мӗнле айӑпласран та хӑтартӑмӑр, 6. вара пурне те, кашни ҫыннинех, килне таврӑнма хушрӑмӑр, ҫапла хӑйсен айӑпӗсӗр пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вӗсене нихӑҫта та никам та нимӗншӗн те ан кӳрентертӗр, ан ӳпкелетӗр терӗмӗр.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1