Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Тӗнче пӗтесси ҫывхарса килет! Турра кӗлтӑвӑр, христиансем, ҫылӑхӑрсемшӗн ӳкӗнӗр! Турӑ чиркӗвӗсене пулӑшӑр, пулӑшнӑшӑн хӑвӑр вилсен те ҫӑтмаха каятӑр. Укҫӑр сире халь пурпӗр кирлӗ пулмасть!..» — тенӗ вӗсем.
Сатурн // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Паян пирӗн сире хӑтарассишӗн вилнӗ Христосӑн, тӗнче ҫылӑхӗсене хӑй ҫине илнӗ турӑ путеккин, сирӗн ҫылӑхӑрсемшӗн вилнӗ турӑ ывӑлӗн ӳчӗпе юнӗн праҫникӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
15. Виҫесӗр ҫылӑхӑрсемшӗн Вефиль сире акӑ мӗн кӑтартӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир вара эпӗ мӗн тунине тӑватӑр; сухалӑра хупламӑр, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ҫимӗр; 23. хӑвӑр пуҫ ҫыххи пуҫӑр ҫинче пулӗ, хӑвӑр ура сырри урӑрта пулӗ; ӳпкелешмӗр, йӗмӗр, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хухса типетӗр, пӗр-пӗрин умӗнче ассӑн сывлатӑр, тесе каларӗ те.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫак ҫӗр ҫинчи аскӑнлӑха ҫапла пӗтерсе лартӑп, ку пӗтӗм хӗрарӑма тӑна кӗртӗ, вӗсем вара сирӗн пек намӑс ӗҫсем тумӗҫ; 49. хӑвӑрӑн аскӑнлӑхӑра хӑвӑр ҫинех тийӗҫ, ҫылӑхӑрсемшӗн йӗрӗхӗрсемпе пӗрле асап курӑр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр, тенӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сутса янӑ, аннӗре сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн уйӑрса янӑ.Вот, вы проданы за грехи ваши, и за преступления ваши отпущена мать ваша.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эппин, аттемӗрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине аслӑласа, ҫылӑхӑрсемшӗн ӳкӗнӗр, 9. Унӑн ирӗкне тӑвӑр, ют халӑхсенчен, ютран илнӗ арӑмӑрсенчен уйрӑлӑр! тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ ӗнтӗ [иккӗмӗш хут] Ҫӳлхуҫа умне ӳксе сирӗн ҫылӑхӑрсемшӗн, эсир Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] умӗнче усал туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн, Ӑна тарӑхтарнӑшӑн малтанхи пекех хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ кӗлтурӑм, ҫӑкӑр ҫимерӗм, шыв та ӗҫмерӗм; 19. мана сире пӗтерсе пӑрахасла тарӑхнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ҫиллипе хаярлӑхӗ сехӗрлентерчӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп; 29. сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем, 30. Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр; 31. ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ, 32. сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ; 33. эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ; 34. хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 28. Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп, 29. эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр; 30. сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ; 31. сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп; 32. [сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ; 33. сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫакӑн хыҫҫӑн та тӳрленмесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 24. Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сире ҫичӗ хут ытла ҫӗмӗрсе пӑрахӑп, 25. халалшӑн тавӑрма сирӗн ҫине тавӑракан хӗҫӗме ярӑп; эсир хӑвӑр хулӑрсене пытансассӑн, сирӗн ҫине чир ярӑп, эсир тӑшман аллине лекетӗр; 26. ҫынна вӑй кӗртекен тыррӑра пӗтерӗп; ҫиес ҫӑкӑрӑра вунӑ арӑм пӗр кӑмакара пӗҫерсе тӑрӗ, ҫиес ҫӑкӑрӑра сире виҫепе парса тӑрӗҫ; эсир ҫийӗр — тутӑ пулаймӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Ҫакӑн хыҫҫӑн та] Мана хирӗҫ пырсассӑн, Мана итлес темесессӗн, сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн тивес хӗн-асапа ҫичӗ хут ӳстерӗп: 22. сирӗн ҫине хирти тискер кайӑксене ярӑп, вӗсем сире ача-пӑчасӑр хӑварӗҫ, выльӑх-чӗрлӗхӗре пӗтерӗҫ, хӑвӑр йышӑра та чакарӗҫ, ҫапла сирӗн ҫул-сукмакӑр та пушанса юлӗ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, ҫылӑхӑрсемшӗн янӑ хасана Эпӗ ҫичӗ хут ӳстерӗп, 19. эсир мӑнаҫланса чурӑсланнине ҫапса хуҫӑп, сирӗн пӗлӗтӗре тимӗр пек тӑвӑп, сирӗн ҫӗрӗре пӑхӑр пек тӑвӑп; 20. вӑй-халӑра пӗтерни те кӑлӑхах пулӗ, сирӗн ҫӗрӗр нимӗн те ӳстермӗ, [сирӗн] ҫӗрӗрти йывӑҫсем хӑйсен ҫимӗҫне памӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1