Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫылӑхӑмӑрсемшӗн (тĕпĕ: ҫылӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Хӑйне апостол пулма этемсем те мар, этем те мар, Иисус Христос тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнӗ Павел 2. тата хампа пӗрлехи пур тӑванӑм та — Галатири ӗненекенсенӗн ушкӑнӗсене: 3-4. сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан — Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе пире ҫак ултавлӑ тӗнчерен ҫӑласшӑн Хӑйне Хӑй пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилӗме панӑ Иисус Христосран — тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; 5. Атте Туррӑмӑр ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, 4. Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, 5. Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; 6. унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; 7. унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; 8. пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак сӑмахсене пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар, 24. пирӗн ҫинчен те ҫырнӑ: эпир те, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненекенсем, тӳрре тухӑпӑр; 25. Иисус Христоса пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн тытса панӑ, Вӑл пире тӳрре кӑларасшӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Сӑваплӑ Патшамӑр, эпир те акӑ хамӑрӑн нумай та пысӑк ҫылӑхӑмӑрсемшӗн хӗн куратпӑр, эпир — хамӑр тӑшман аллинче, ӗнтӗ асап курса халтан кайрӑмӑр.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпир хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланатпӑр.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ, 38. халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
83. Пирӗн тӗллӗн мӗн килсе тухать, пурте усал ӗҫӗмӗрсемшӗн, пысӑк ҫылӑхӑмӑрсемшӗн пулать.83. И все, что приключается нам, бывает за злые дела наши и за великие грехи наши.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1