Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫылӑхшӑн (тĕпĕ: ҫылӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле ҫылӑхшӑн?!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

«Каҫар мана, ача чухнехи тусӑм, пӗр пысӑк ҫылӑхшӑн. Каҫар та кӑшт та пулин ҫӑмӑллӑх пар», — тархасларӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑнлӑха куҫса, хам ҫӗр ҫинче тунӑ пӗтӗм ҫылӑхшӑн ҫӳлти патша умӗнче явап тытма та вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Барон кулать: «Тухать тинке; Те ҫылӑхшӑн шӑпа халь тулчӗ?»

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятламаса турӑ темле ҫылӑхшӑн юмӑҫпа тӗлме-тӗл пурӑнмалла тунӑ вара, кӑна ял ҫыннисенчен никам та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле ҫылӑхшӑн ҫавӑн пек шӑпа килсе тухнӑ-ши ун умне?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Турри те мӑшкаллать-ҫке: ывӑл вырӑнне темӗнле ҫылӑхшӑн шак та чухӑнсене хӗр ҫураттарать!

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Турӑ мана хамӑн пысӑк ҫылӑхшӑн, сана тинӗс урлӑ илсе килсе пӗтернӗшӗн асаплантарать.

Господь наказал меня за грехи мои тяжкие, за то, что увез я тебя за море и погубил.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

— Пирӗн ҫылӑхшӑн сире тӗрмере ларма сӗнместпӗр эпир.

— Мы не попросим вас сидеть в тюрьме за наши грехи.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ман ҫылӑхшӑн эсир судьясем мар, анчах Ульяна айӑплӑ мар.

— Греху моему вы не судьи, а она не виновата.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ун сӑмахӗсене Огарнова ҫавӑнтах ярса илчӗ, вӑл калаҫнинчен Воропаев ӑна темӗнле питӗ ҫылӑхлӑ япала ҫинчен шанса пӗлтернӗ те ҫав ҫылӑхшӑн вӗсен иккӗшӗн пӗрле ответ тытмалла пулнӑ пек туйӑнчӗ.

И Огарнова немедленно воспользовалась его признанием, но в другом направлении — будто он доверял ей что-то очень греховное и ей предстояло разделить с ним ответственность за этот грех.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫылӑхшӑн мар, таса ӗҫшӗн.

Не за грех, а за святое дело.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кала: «Турӑҫӑм, каҫар мана, ылханлӑскерне, хам ҫылӑхшӑн», — тесе кала.

Говори: «Господи, прости мне, окаянной, мое прегрешение».

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн ҫылӑхшӑн мана ун пек айӑпламалла? — ыйтрӗ Игнат.

— А за какой грех мне такая кара? — спросил Игнат.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

11. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхсен юнне илсе кӗрет, выльӑхӗсен ӳтне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ.

11. Так как тела животных, которых кровь для очищения греха вносится первосвященником во святилище, сжигаются вне стана, -

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Малтан Вӑл: «саккун тӑрӑх пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, вӗсене кӑмӑл та тумарӑн» тенӗ; 9. унтан ҫапла хушса каланӑ: «эй Туррӑм, акӑ Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫлама каятӑп» тенӗ.

8. Сказав прежде, что «ни жертвы, ни приношения, ни всесожжений, ни жертвы за грех, - которые приносятся по закону, - Ты не восхотел и не благоизволил», 9. потом прибавил: «вот, иду исполнить волю Твою, Боже».

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн. 6. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар. 7. Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет.

5. Посему Христос, входя в мир, говорит: жертвы и приношения Ты не восхотел, но тело уготовал Мне. 6. Всесожжения и жертвы за грех неугодны Тебе. 7. Тогда Я сказал: вот, иду, как в начале книги написано о Мне, исполнить волю Твою, Боже.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эхер те эпир Христос урлӑ тӳрре тухма тӑрӑшнине пӑхмасӑрах ҫылӑхлӑ пулса тӑтӑмӑр пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулать-и?

17. Если же, ища оправдания во Христе, мы и сами оказались грешниками, то неужели Христос есть служитель греха?

Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вилессе Вӑл пӗрре ҫылӑхшӑн вилнӗ, пурӑнасса Турӑшӑн пурӑнать.

10. Ибо, что Он умер, то умер однажды для греха; а что живет, то живет для Бога.

Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вилӗм кӳрекен ҫылӑх та пур: эпӗ ӑна ҫав ҫылӑхшӑн кӗлтутӑр тесе каламастӑп.

Есть грех к смерти: не о том говорю, чтобы он молился.

1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех