Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫылӑхсӑр (тĕпĕ: ҫылӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнлан, Кулюкка: фашистсем пире, турра ӗненмен ҫынсене, ҫеҫ мар, турӑ ҫыннисене те уйӑрса тӑмаҫҫӗ, пӗр ҫылӑхсӑр ачасене чӗрӗлле вута пӑрахса ҫунтараҫҫӗ, ваттисене ҫакаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь ҫеҫ-ха сана ҫылӑхсӑр пулӗ тесе ӗненсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нивушлӗ сана ҫылӑхсӑр ҫын пек шутласа йӑнӑшрӑм-ши эпӗ?

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Унӑн минтерӗ пуҫ айӗнче ҫаврӑнмасть, — теҫҫӗ ентешсем таса чун-чӗреллӗ, ҫылӑхсӑр ҫын пирки — унӑн пурнӑҫра хумханма, шикленме кирлӗ мар имӗш…

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эй, ҫылӑхсӑр ҫынсем!

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Апла пулин те эп ҫапла калатӑп: манӑн аппа ҫылӑхсӑр ҫын пулман…

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ну, кала-ха, апла пирӗн аслӑ турӑ мӗншӗн пӗр ҫылӑхсӑр чуна хӑй патне илес темӗ? — Вӑл, сухалне ҫӳлелле ҫӗклесе, сӑх-сӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Шоферӗсем те час-часах ҫул ҫинче ҫӳремелли правилӑсене сӗмсӗррӗн пӑсаҫҫӗ, ҫуран ҫыннисем те ку тӗлӗшпе ҫылӑхсӑр мар…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Малтанах Лена, ихӗлтете — ихӗлтете, ҫакна хирӗҫленҫи турӗ, пуҫне апла-капла пӑркаларӗ, тутине Павӑл тутипе тӗкӗнтертме именчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — тахҫантанпах сӑваплӑ вут пек тасан упранса пурӑннӑ туйӑмӗ шалтан вӗҫерӗнсе кайрӗ те (вӗҫертессе кӗтнӗскер!) вӑл савнин ачаш та хӗрӳ юратӑвӗн ытамне «пуҫне ҫухатсах», пӗр «ҫылӑхсӑр» тап-таса чунӗн пӗтӗм хӗрӳлӗхӗпе, виҫесӗр ачашлӑхӗпе ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ну ҫылӑхсӑр та иккен эсӗ, Василий Петрович, сӑмах ҫинех ҫитрӗн, халӗ кӑна эпир хӗрсемпе сана шӗкӗлчеме пуҫланӑччӗ-ха, — хӗрсем еннелле пӑхса, сулахай куҫне мӑч хупса илчӗ Зоя.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Ҫылӑхсӑр этем ҫав Матви, ҫавӑнпа хуйха пӗлмест вӑл», — тетчӗҫ ҫемҫерех чунлӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халь вара, чеелӗхне пытарса, врач енне ачанни пек ҫылӑхсӑр куҫӗсемпе тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Чӗлхӳ хӑртӑр сан ҫак сӑмахсемшӗн, ҫылӑхсӑр ҫынна хӑртнӑшӑн аллу-уру типсе лартӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӑл ҫылӑхсӑр ҫын-и?

Он безгрешный?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫылӑхсӑр ҫын сӑмах ҫинех ҫитет теҫҫӗ…»

Вы безгрешны, как ангел.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ҫылӑхсӑр; вӑл ӑмӑрт кайӑк Пулма ҫуралнӑ тӗнчене.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫылӑхсӑр!

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп ҫылӑхсӑр этем.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫылӑхсӑр чуна ҫӑлнӑшӑн сӑвап пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл енчен Павлуш хӑй чӑнах та ҫылӑхсӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех