Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрнине (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Time журнала интервью панӑ чух Тадзири хӑй 24 сехет ӗҫленине, 12 сехет ҫывӑрнине каланӑ — ун сӑмахӗсем тӑрӑх, ку ӑна лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшать.

В интервью журналу Time Тадзири сказал, что работает 24 часа, а спит 12 часов — по его словам, это помогает ему лучше работать.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Малтанхи виҫӗ талӑк хушшинче эпӗ вӑл хӑҫан ҫывӑрнине те сисеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл кӗтесри чаршава сирчӗ те Ирина хӑвӑрт ӑсталанӑ пӗчӗк кравать ҫинче ача ҫывӑрнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Темле ҫиччӗмӗш туйӑмпа вӑл паян кунта юлашки хут ҫывӑрнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй тӗллӗн вара каҫсерен Ваҫиле ял ҫыннисем вӑл кашкӑрсемпе мӗнле тытӑҫнине, хирте утӑ капанӗ айӗнче ҫӗр каҫнине, иккӗмӗш кунне фермӑра хуралҫӑпа пӗр пӳлӗмре ҫывӑрнине, «Красный пахарь» колхоз председателӗ ӑна лартса кайнине, хӗрарӑм Суслонгерта лагерьти ӗҫкӗҫ-майора сӑмакун ӗҫтернине пӗлменнине аса илсе чунтан ахӑлтатса кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачисем лӑпкӑ ҫывӑрнине курсан вӑл каллех выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малтанласа Денис чӑннипех ҫывӑрнине шанасси те килмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӑнтӑрлаччен ҫывӑрнине никам та ан куртӑр, пӳлӗмрен пӳлӗме принцес пек утса ҫӳреме никам та ан чӑрмантартӑр, ҫавна ту-ха, тесе никам та калама ан пултартӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑранса кайса хӑй ҫывӑрнине курсан, ӑна питӗ аван мар, киревсӗр туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Шӑллӗ ир енне вӑраннӑ та, хӑй ӑҫта ҫывӑрнине манса кайнӑскер, хытах, сасӑпах, макӑрма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Алли-ури ҫывӑрнине те, лапсӑркка пиҫен питне чӗпӗтнине те туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Анчах вӑл унта е никама та тупаймастчӗ, е кама та пулин асӑрхасан та тутлӑн харлаттарса ҫывӑрнине ҫеҫ куратчӗ.

Но койка либо пустовала, либо если кто-нибудь и лежал на ней, то невинно и сладко храпел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑстӑнӗ йӗркелене пуҫланӑ май вӑл ӗнер мӗн пулса иртнине, мӗнле майпа амбар умнех выртса ҫывӑрнине те аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ канлӗн ҫывӑрнине курсан: — Ҫывӑрать… Ан тив, ҫывӑртӑр… Ҫывӑракан ача хӑвӑрт ӳсет теҫҫӗ, — терӗ ҫепӗҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки ҫав-ҫавах ним туймасӑр ҫывӑрнине курсан, унӑн мӗнпур ҫилли ун ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шалта упӑшки харлаттарса ҫывӑрнине илтет.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурне те кашни вак-тӗвек таран — хуҫа арӑмӗпе хӑш хутри хӑш пӳлӗмре ҫывӑрнине те, хаклӑ япалисене ӑҫта упраса усранине те, магазинра ӑҫта мӗн сутнине те, ҫӗрле хуралҫӑсем ӑҫта тӑнине те, хӑш вӑхӑтра улшӑннине те, вӑрттӑн тухса ҫӳремелли вырӑнсене те, алӑксене мӗнле ҫӑрапа питӗрнине те вӑлтса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн ӗҫне те, талӑкра тепӗр чухне виҫшер сехет кӑна ҫывӑрнине те никам та шута илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗртте ҫывӑрман та пек, Мултиер яшт тӑрса ларчӗ те ачисем еннелле кӑнн пӑхса илчӗ, лешсем чиперех ҫывӑрнине кура хӑй те урапа ҫине выртрӗ, ҫав самантрах харлаттарма пуҫларӗ.

Будто и не спал Мульдиер: живо сел на телеге и, глянув в сторону спящих ребятишек и убедившись, что все они спят, тут же лег и захрапел снова.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫывӑрнине нихҫан кураймӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех