Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрмасӑр (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепрехинче Лаосра, ирхине тӑваттӑра, ҫителӗклӗ ҫывӑрмасӑр, таксиста 100 000 вырӑнне 1 000 000 патӑм.

Куҫарса пулӑш

«Хӑйсен япалисене ҫӗтерсе е манса хӑваракан ҫынсем…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1729

Ҫак ӗҫе Розалия Ермолаева та ҫине тӑрса хутшӑннӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, эрни-эрнипе канмасӑр ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

— Мӗншӗн тесессӗн чечек ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗке аса илтерет.

— Потому, что цветы эфемерны.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Темӗнле ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Выртса канар, эсир куҫусене ҫывӑрмасӑр ахаль ҫеҫ хупӑр, эпӗ сире юрӑ юрласа парап.

Пойдемте, приляжем, вы глазки закройте, спать не обязательно, а я вам песенку спою.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Хӑй вӑл куҫа курӑнмасть, анчах унӑн пин-пин ури ҫӗр ҫывӑрмасӑр пир тӗртет.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виҫӗ-тӑватӑ ҫула яхӑн ҫӗр ҫывӑрмасӑр тенӗ пек муритленсен ал ҫырӑвне Ямаш Ваҫҫине тыттартӑм, вӑл ун чух журнал редакторӗнче ӗҫлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сахал мар эрех ӗҫнӗ иккӗшӗ, тӑраниччен шахматла вылянӑ, ҫӗр ҫывӑрмасӑр калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн пек йывӑр самантсенче вӑл пушшех те ҫывӑрмасӑр чӑтма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пуҫ мимине енчен енне ҫавӑркаларӑм та, ҫӗр ҫывӑрмасӑр тенӗ пек шухӑшларӑм та пӗррехинче колхоз председательне каларӑм: «Тавай, фермӑна ӗне сума ярӑр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тавар ассортименчӗ пуян пултӑр тесе те ҫӗр ҫывӑрмасӑр тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унччен Марук ӑна ҫывӑрмасӑр кӗтекенччӗ, апат хатӗрлесе хураканччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, ҫынна вилӗм аллинчен туртса илес тесе, унӑн кашни хусканӑвне куҫ пек сыхласа ларнине?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗр ҫывӑрмасӑр вуланӑ, кашни задачӑна темиҫе хут шутласа кӑлармасӑр лӑпланман.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ӑҫта халь эсӗ, ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек иртсе кайнӑ илӗртӳллӗ ҫамрӑклӑх?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗн чухлӗ ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫнӑ!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗр ҫывӑрмасӑр хуралланӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Чӑн та, ҫӗр ҫывӑрмасӑр унта-кунта — Атӑлкассинчен Хусана, Хусантан Услона, Энӗшкассинчен Кӑчеере — ҫӳренисем, ҫынсемпе тӗл пулнисем пур.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫавӑнпа чӑваш хӗрарӑмӗсем, ҫывӑрмасӑр ӗҫлесе, пир-авӑр тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки кирек ӑҫта кайсан та, Татьяна вӑл таврӑнасса ҫывӑрмасӑр кӗтет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех