Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрмасан (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлетки те пӗчӗкҫӗ кӑна ӗнтӗ, вӑл пур — икӗ кун ҫывӑрмасан та хӑнк та тумасть пуль.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӗлӗк икшер талӑк ҫывӑрмасан та ним мар чӑтатчӗ, халь самаях йывӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Санӑн докладу шӑп варринче, ҫывӑрмасан аптратӑн эсӗ!

Твой доклад в самой середине, беда тебе не спавши!

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Паянхи пек хӑвӑрт утсан, никам та ҫултан пӑрса ямасан, пӗрре те ҫывӑрмасан, канасса кӑшт кӑна, сахалӑн-сахалӑн кансан, хырӑм выҫҫине манма тӳр килсен, паллах, хӑвӑртрах ҫитме пулать.

Если идти так, как сегодня, если никто не помешает сбиться с курса, если совсем не спать и отдыхать недолго, урывками, если удастся забыть, что ты голоден

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кам хыҫҫӑн та пулин алӑк шалтлатса хупӑнчӗ-тӗк, Салли аппа шарт сикет те ахлатма тытӑнать; акӑ, пӗр-пӗр япала ҫӗре персе анчӗ — вӑл каллех ах! тесе кӑшкӑрса ярать; хӑй сисиччен ӑна кӑшт ҫеҫ пырса сӗртӗнсен те ахлатать вӑл, кирек хӑш еннелле пӑхса лартӑр вӑл, пурпӗрех хӑй хыҫӗнче такам пур пек туйӑнать ӑна: пӗрмай ах! ах! тесе ҫаврӑнса пӑхать, пӗр еннелле чӗрӗк ҫаврӑм тума та ӗлкӗреймест, каллех каялла ҫаврӑнса пӑхать, хӑй вӗҫӗм ахлатать; вырӑн ҫине выртма та хӑрать вӑл, анчах ҫывӑрмасан ҫӗрле пушшех хӑрушӑ.

Если кто-нибудь хлопал дверью, тетя Салли вздрагивала и охала; если падала какая-нибудь вещь, она тоже вздрагивала и охала; если, бывало, дотронешься до нее как-нибудь незаметно, она тоже охает; куда бы она ни обертывалась лицом, ей все казалось, что кто-нибудь стоит сзади, и она то и дело оглядывалась и охала; и не успеет, бывало, повернуться на три четверти, как опять оглядывается и охает; она боялась и в постель ложиться, и сидеть ей тоже было страшно.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

«Ҫывӑртӑрах ӗнтӗ, вӑратас мар. Амӑш килӗнче те ҫывӑрмасан тата хӑҫан ҫывӑрӗҫ-ши?» — ҫакӑн пек шухӑшсемпе тӗпелелле иртрӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

— Ҫывӑр, пепкеҫӗм, паппа ту, ҫывӑрмасан ак тӗрӗксем килӗҫ те илсе кайӗҫ!

— Спи, внучек, спи, а то турки придут и тебя заберут!

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех