Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑраканӑн (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑраканӑн ҫамки тата лаптӑкрах сӑмси ҫине пӑрҫа пек тар тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иха та Ҫывӑраканӑн урисен тӗлне ларчӗ, вӗсене ытамласа пичӗпе пӑчӑртанчӗ.

Иха тоже присела у ног спящего, обхватила их, прижалась лицом.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита урата умне чӗр куҫленсе ларчӗ те Ҫывӑраканӑн ӳкерчӗкне чӗринчен чуп турӗ.

Аэлита опустилась на колени перед порогом и поцеловала в сердце изображение спящего.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ханкӑрсенче «Ҫывӑраканӑн ҫичӗ папирусне» — ҫурма пӑнтӑхнӑ-ҫӗрнӗскере — тупаҫҫӗ.

В пещерах были найдены полуистлевшие «семь папирусов Спящего».

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл ҫав тери ҫӳллӗ, унӑн тӑрринче пӗлӗтсем йӑсӑрланса шӑваҫҫӗ; Ҫывӑраканӑн Пуҫне унта куҫарса лартаҫҫӗ.

Она была столь высокая, что облака дымились на вершине её, — туда перенесли Голову Спящего.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Таварӗсене сыхлама вӗсем кашни ҫӗр-шыврах пирамида евӗрлӗ пысӑк ҫурт лартаҫҫӗ, унта Ҫывӑраканӑн Пуҫне вырнаҫтараҫҫӗ.

Для охраны товаров они строили в каждой стране большой, в форме пирамиды, дом, куда переносили голову спящего.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Алӑпа кӑшт тӗкӗннипех ҫывӑраканӑн аллинчи пӑшалӗ тухса ӳкнӗ.

От этого прикосновения ружье, служившее шаткой опорой, вывалилось из рук спящего.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Енчен пӗр ханттарӗ, выртма йӗркине пӗлейменскер, вӑхӑт ҫитиччен тӗлӗрме тытӑнсан, ӑна темле те тӑрӑхлаҫҫӗ: таҫтан мур илесшӗнчен пӗр-пӗр калта е тыркас тытса килеҫҫӗ те ҫывӑраканӑн кӗсйине чиксе ҫӗлесе хураҫҫӗ; апла тумасан, тепӗр май тӑрӑхлама ӑс ҫитереҫҫӗ.

Не дай бог, если кого-то из слушателей сморил сон — каких только лукавств над ним не сотворят его же товарищи, найдут бог весть откуда ящерицу или суслика, сунут в карман штанов да еще и зашьют, а коль не отыщут лесных гадов, то по-другому сделают.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав самантрах, ҫывӑраканӑн куҫ-хупанкисем ярах уҫӑлчӗҫ, хускавсӑр куҫ шӑрҫисем ҫинче ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшса илчӗҫ, ҫамрӑкӑн пуҫӗ, ҫав ҫутта хирӗҫ, минтер ҫинчен ҫӗкленчӗ.

Между тем веки спящего совсем приподнялись, в неподвижных зрачках заискрились лучи, и голова заметно отделилась от подушки навстречу свету.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Татах шӑвать, татах… ҫутӑ йӑрӑмӗ ерипенех кӑшт уҫӑлнӑ куҫсем патнелле йӑпшӑнса пырать, вара, вӑл ҫывхарнӑ май, ҫывӑраканӑн пӑшӑрханӑвӗ пушшех те ытларах ӳсет.

Еще и еще… светлая полоска тихо прокрадывалась к полуоткрытым глазам, и по мере ее приближения беспокойство спящего все возрастало.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех