Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑраймарӑм (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине эпӗ пачах та ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Чылайччен ҫывӑраймарӑм эпӗ вӑл каҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Эпӗ кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм, Ревлен Петрович, — терӗ вӑл шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Нил Ильич, ҫӗркаҫ ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫӗрӗпех йӗркеллӗ ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян Тимофей Михайловича пытараҫҫӗ тенине илтсен, эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Эпӗ ҫӗр хутах ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫывӑраймарӑм тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ман чӗрене ахаль те хуйхӑ пусса тӑрать, ҫӗрле те канлӗ ҫывӑраймарӑм, вӑл пур татах хӑйӗн христосӗсемпе чуна тарӑхтарса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫав каҫ ӗретлӗ ҫывӑраймарӑм: пуҫ ҫинчи суран, чӗркуҫҫи ыратнипе, арҫын ача пулайманшӑн тата сурӑхшӑн хуйхӑрса эпӗ час-часах ыйхӑран вӑрана-вӑрана тӑрса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кайран, профессор тухса кайсан, пуҫа темскер урӑм-сурӑм шухӑш астара пуҫларӗ — ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм кӗҫӗр ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа…

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ чылайччен ҫывӑраймарӑм: кубрикра выртса шыв чӑмпӑлтатнине тата матроссем хӑрлаттарнине итлесе тӑваттӑ ҫитеспе тин ыйха путрӑм; шӑпах вахта улшӑнатчӗ.

Я долго не мог заснуть: лежа в кубрике, прислушиваясь к плеску воды и храпу матросов, я уснул около четырех, когда вахта сменилась.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫакӑ пилӗк каҫа тӑсӑлчӗ, эпӗ пилӗк каҫ ҫывӑраймарӑм, — ҫав тери пуян та шанчӑклӑ ҫынна шыраса тупичченех…

Длилось это пять ночей, и я не спал эти пять ночей, пока не разыскал человека настолько богатого и надежного.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эпӗ ир енне ӳсӗрнине пула ҫывӑраймарӑм.

 — Я под утро не могла заснуть от кашля.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫӗр ҫывӑраймарӑм уйӑх хушши.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫак каҫ эпӗ нумайччен ҫывӑраймарӑм, ҫӗнӗ самолет ҫинчен, унпала паттӑрӑн ҫапӑҫасси ҫинчен шутласа выртрӑм.

Я раздумывал о новом самолёте, готовился к его боевому крещению.

27. Конев колхозник самолечӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫак каҫхине эпӗ ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ ҫывӑраймарӑм, вара Олегпа садри тенкел ҫине тухса лартӑмӑр.

Спать я не могла, и мы сидели с Олегом в саду на лавочке.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех