Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарса (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун патнелле юрӑ сасси ҫывхарса пыма пуҫларӗ, — туран хӗрсен ушкӑнӗ анать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сире ҫывхарса килекен 2024 ҫул ячӗпе саламлатӑп!

Поздравляю вас с наступающим Новым 2024 годом!

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

2024 ҫул ҫывхарса анчах пырать-ха, ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та ӑна уявлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл Мучи парнисене панӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Кӑҫалхи ҫул вӗҫленсе, ҫӗнӗ 2024 ҫул ҫывхарса килнӗ кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа тӗл пулса калаҫрӑм, хамӑр тӑрӑх пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Вӑл вӗсене малтанах ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Вӑл Венюк патне ҫывхарса пычӗ те халь-халь ӑна пыртан ярса илесле хӑтӑрса пӑрахрӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Аллея патне самаях ҫывхарса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Такам васкамасӑр ҫывхарса килет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Пурте йӗркеллӗ пырать-ха», — савӑнчӗ вӑл, тӗттӗмленсенех лупасайнелле ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уяв ҫывхарса килет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фашистсем ҫывхарса ҫитмесӗр никам та пемест.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фашистсем Мускав патнех ҫывхарса ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ак сана хурал, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, урапасем патне ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ара, эс каланӑ пекех, ҫумӑрӗ упа сурчӑкӗ пек пӑт-пат ӳккелерӗ те, пӗлӗчӗсем ик еннелле саланса кайрӗҫ, — йӑпӑлтатрӗ Кулюкка, председатель патнерех ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йыснӑшӗ ҫумнех шӑвӑнса ҫитрӗ те Сантӑркка, такам илтесрен хӑранӑ пек, унӑн тирекен мӑйӑхӗ патне ҫывхарса, ҫурма сасӑпа каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи танк ҫывхарса ҫитме пуҫласан, Макаров сержант шӑтӑкӗнчен тухрӗ те ун патнелле шуса кайрӗ, атӑ кӗлисем мӗлтлетсе пыни ҫеҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Санитар вакунӗсем тӑрне вырнаҫса та пулин хӑтӑласшӑн вӗсем ҫывхарса килекен вӑрҫӑран.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫантанпах ӗмӗтленсе пурӑнакан ҫапӑҫу ҫывхарса килни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку саманта ҫухатма юрамасть, меллӗ усӑ курмалла тесе шутласа илтӗм те хайхи манахсем пирӗн паталла ҫывхарса пынӑ чухне: — Ну, кӑмӑллӑ ҫыннӑм, тав сана, ыйтусене сӳтсе яврӑмӑр, манӑн кайма вӑхӑт ҫитрӗ, — терӗм те ерипен утса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫав вӑхӑт санӑн та ҫывхарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех