Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарнине (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркуннепе усламҫӑ хӑйӗн икӗ хутлӑ чул ҫуртне те, лашисене те сутса ячӗ, урӑх самана ҫывхарнине лайӑх сиснӗ пулас вӑл.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Карта урлӑ пахчаналла пӑхрӗ те такам пӗшкӗнсе хӑй патнелле ҫывхарнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвеле те, анӑҫран аслатиллӗ хура пӗлӗтсем ҫывхарнине те, ҫыран хӗрринче урлӑ-пирлӗ явӑнса вӗҫекен чӗкеҫсене те курман вӗсем, малашне мӗн пуласси ҫинчен те шутламан…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен тӗлне халӑх ҫывхарнине курсан, Анук хӑраса алкум вӗҫне чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем патнелле Кӗтерук хаяррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ҫывхарнине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑлтӑрсем эсир палӑртнӑ тӗллев патне ҫывхарнине систереҫҫӗ.

Звезды говорят, что вы приближаетесь к заветной цели.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кунта самолетсем хӑпарнине тата вӗҫсе аннине, пассажирсем — формӑллӑ карттуссем тӑхӑннӑ хӗрсем ертсе пынипе — пӗрин хыҫҫӑн тепри утса самолет трапӗсем патнелле пынине е аэропорт патнелле ҫывхарнине пӑхса тӑма май пур.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑй Оля патнелле ҫывхарнине ҫеҫ пӗлесчӗ!

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Иккӗн ҫывхарнине курсан, тӗттӗмрех тӗле утрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

…Ҫут хуҫса ларакан ача ют ҫын хӑй патнелле ҫывхарнине курсан йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня хӗрӗн алли епле чӗтренсе улма патнелле ҫывхарнине, улми епле чуна ыраттармалла ҫатлатса татӑлнине курмарӗ-илтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аннушкин калинкке еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те икӗ вӑрӑм арҫын кӑн-кан пӑхкаласа ҫывхарнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпир анаталла ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та пирӗн паталла халӑх ушкӑнӗ кӗпӗрленсе ҫывхарнине куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

- Кулленех тӗрлӗ ыйту татса пама тивнӗрен пенси ҫулне ҫывхарнине те сиссе юлаймастпӑр.

— Поскольку мы вынуждены ежедневно решать различные вопросы, мы даже не замечаем, что приближаемся к пенсионному возрасту.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Шухӑша путнӑ арҫын вӑрмантан тухнӑ тилӗ кӗр калчи пуссинчи шӑши шӑтӑкӗсене шӑршла-шӑршла ҫурӑмӗ хыҫнех ҫывхарнине те сисмерӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вилӗмӗ ҫывхарнине сиссен кӗрӗкне хывма, унпа вара ывӑлне чӗркесе вырттарма, ҫиелтен юр купалама шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗвел майӗпен леш енчи хурӑнлӑх хыҫне пытанчӗ, таврана тӗксӗмрех сӑн ҫапрӗ, каҫ ҫывхарнине сиссе ҫырмара шӑпчӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл унталла ҫывхарнине кӳрсассӑн пакша ҫав тери хӑраса чӗвӗлтетнӗ пек сасӑ кӑларчӗ, ҫынран хӑраман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, кайран чӑтаймарӗ курӑнать — аякри турат ҫине сиксе ӳкрӗ те унтан Савантер епле ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Фашистсем ҫывхарнине, вӗсем чул ӳпле сӑрчӗ ҫийӗпе иртсе кайнине Федя пӗтӗмпех вӑрттӑн сӑнаса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эп ҫывхарнине сисменскер, вӑл ман еннелле палт! ҫаврӑнчӗ те хӑйӗн вичкӗн хӑмӑр куҫӗпе мана сӑнӑ пек тирӗнчӗ, шиклӗн, шанмасӑртараххӑн тимлерӗ, вара сӑмах-юмах ҫӑрса тӑмасӑрах мӑнттай ҫулӑкне катари ик енӗпе те тӳп-тӳрӗ хула урамӗ еннелле ярт! ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех