Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухрӑмран (тĕпĕ: ҫухрӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилли юррисенчен тата ҫакӑ курӑнать: Тилли ҫамрӑк чухне шӑлӗпе тулли пӑтавкка ҫыртса йӑтнӑ, ҫӗнӗ сӳс тӑлла ҫыртса татнӑ; унӑн куҫӗ-пуҫӗ тӗлӗнмелле пулнӑ, лашине виҫ ҫухрӑмран палланӑ, тинкерсессӗн — йывӑҫа хӑртнӑ, кӑнтӑрла ҫӑлтӑр курнӑ (ку тӗлӗшпе вӑл чӑнахах та «хурчӑкапа тан» пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Виҫӗмкун кӑна-ха хӗрсен пӗр ушкӑнӗ аякри ҫӗртен, ҫӗр аллӑ ҫухрӑмран, вӑрман касса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арманӗ таврара чи пысӑк арман пулнӑран унта ял ҫыннисем ҫеҫ мар, вуншар ҫухрӑмран та килсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Выльӑха та эпӗ ҫухрӑмран паллатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫук ӗнтӗ, пӗр ӑнмасан, ҫитмӗлтен мар, ҫӗр ҫитмӗл ҫухрӑмран вӑрласан та, ӑнмасть иккен арӑм!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрне, Иванран пӗр ҫул кӗҫӗнрехскере, ҫитмӗл ҫухрӑмран лартса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Апат-ҫимӗҫ, улӑштармалли кӗпе-тумтир чикнӗ хӑва арча ҫухрӑмран ҫухрӑма йывӑрланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пилӗк ҫухрӑмран Тури Услон ялӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта ҫапла йышӑнса хӑварнӑ: чирлисене лайӑхрах пулӑшу пама медицина участокӗсем тумалла, ҫынсене сыватма ҫӳрес ҫул 20 ҫухрӑмран ытла пулмалла мар, больницӑсенче амбулатори тата аптека уҫмалла!

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хӗр шӑрка пӑхнӑ чухне Йӑван ҫӑвӑрса карӗ тит те, ҫлен килни тӑхӑр ҫухрӑмран илтӗнет тит.

Пока девушка гниды выискивала, Йыван уснул, и стало слышно за девять километров, как змей приближается.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Ҫлен килни ултӑ ҫухрӑмран илтӗнса килет тит.

Приближение змея слышно было за шесть километров.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Виҫӗ пуҫлӑ ҫлен килни виҫ ҫухрӑмран илтӗнет тит.

Вот за три километра слышится, как трехглавый змей приближается.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Ҫӗлен те шӑхӑрса киле пуҫларӗ, тӑхӑр ҫухрӑмран илтӗнет тит сасси.

Змей со свистом приближается, за девять километров слышен.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Вӑл виҫҫӗ пуҫлӑ ҫӗлен сасси виҫҫӗ ҫухрӑмран илтӗнӗ.

Голос того трехглавого змея слышен был за три километра.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫакнашкал текстсем пӗрре кӑна мар: Вӑл тӑнӑ чух килет тет ҫавӑн патнелле вун икӗ пуҫлӑ ҫӗлен, вун икӗ ҫухрӑмран курӑнса килет тет.

Примеры подобных повествований не единичны. Когда он стоял, в его сторону начал приближаться двенадцатиглавый змей, его было видно за двенадцать километров.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Улакурак какай шӑршине вуникӗ ҫухрӑмран сиснӗ пек, Меркури те сӑра-эрех шӑршине таҫтанах сисет», — теҫҫӗ ун пирки ялта.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсем мана ҫухрӑмран паллаҫҫӗ, сасса илтсенех ман еннелле ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сасси хӑйӗн — чӑн-чӑн аслати: ҫухрӑмран илтӗнмелле кӗрлесе кайрӗ вӑл каҫхи шӑплӑхра; тӗлӗнтерсе яракан хӑватлӑран та хӑватлӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунтан, вунӑ ҫухрӑмран, йывӑҫсемпе ҫурт тӑррисем кӑна тӗтреллӗн-мӗнлӗн сӗмленкелеҫҫӗ-ха, анчах Таранова тӑван ялӗ инҫетрен те ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать ӗнтӗ, мӗншӗн тесен кирек мӗнле ҫын куҫне те ҫуралнӑ вырӑнӗ ӗмӗрлӗхех ӳкерӗнсе юлать, унта мӗн пуррине, хӑш кӗтес еплереххине нихҫан та манмастӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫеруша Анюк пиншер ҫухрӑмран вӗҫсе килсе вӑхӑтра вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех