Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухалма (тĕпĕ: ҫухал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ экологи уявӗсенчен пӗри, ку кун ҫӗр ҫинче ҫухалма пултаракан чӗрчунсем ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхаҫҫӗ.

Это один из праздников, посвященных экологии, когда особое внимание уделяется животным, находящимся на грани исчезновения.

Пишпӳлекри "Умка" ача сачӗн аслӑ ушкӑнӗн воспитанникӗсем ҫурҫӗр упин пӗтӗм тӗнчери кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... un-3662114

Хумккан кукӑрӑлсарах утакан кӗлетки станци ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе ҫухалма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — тухӑҫран килекен тепӗр пуйӑс пӑс кӑларса чашкӑрса иртрӗ те, малтанхи пуйӑса тавар вакунӗсем хупласа та хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ниҫта сиксе те ҫухалма май ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асуанран кӑнтӑралла христианство майӗпен ҫухалма пуҫланин, кайран чӑн та тӗппипе пӗтме май панӑ сӑлтав шутӗнче Нуби Чиркӗвӗ чикӗ леш енче вырнаҫнӑ христиансен тӗнчипе ҫыхӑну тытайманни пулса тӑнӑ.

Другим важным фактором, способствовавшим медленному умиранию и в конечном итоге исчезновению христианства к югу от Асуана, было отсутствие у Нубийской Церкви возможности для поддержания постоянных контактов с христианским миром за своими границами.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем сисмесӗрех ӑҫта тарса ҫухалма май килет-ши тесе ун-кун пӑхкалама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Пӗртте апла мар, енчен те ӑна кӑкарса хумарӑн тӑк, вӑл пӑрахса кайма е ҫухалма та пултарӗ.

— Но ведь если ты его не привяжешь, он забредет неведомо куда и потеряется.

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тен, унӑн куҫран ҫухалма та вӑхӑт?»

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Куҫа илсен е пирӗн сасса илтсен, ҫак илем сасартӑк ҫухалма пултарать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку хушӑра Укаслу таҫта та кайса ҫухалма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑҫ мӗлкисем те ҫухалма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Илӗм-тилӗмпе пӗрлех Савантер пуҫӗнчен усал-тӗсел ҫухалма тытӑнчӗ, вӑл мӗн тумалли пирки ӗретлӗрех шухӑшлакан пулайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑннипе, этемӗн ҫак ырлӑхран тухас та килмест, пӗтӗм чун-чӗрипе ырӑ ҫутҫанталӑка парӑнса, унра ирӗлсе ҫухалма та хатӗр вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Анчах ун ахрӑмӗ иксӗлсе-ейӗлсе ҫухалма та ӗлкӗреймерӗ — каллех леш сасӑ (арҫын сасси!) ҫӗнӗ халлӗн, харсӑррӑн илчӗ ҫуйкӑнланса:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ҫав самантра Урсэкиен ырханкка хулпуҫҫийӗсем уҫӑ алӑкра ҫухалма та ӗлкерчӗҫ.

Но костлявые плечи Урсэкие уже исчезли в приоткрывшейся двери.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимафи обходӗнчен мар пулсан та, юнашар лесничествӑри хуралҫӑсен ҫухалма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫулталӑкра пӗрер эрне пек канкаласан, йӗрсем ҫухалма та пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Кил-ҫуртне тӗп туни, ашшӗ каласа панисем чӗрине вут ҫинчи пек ҫунтарни ҫухалма памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши чӑн та ҫухалма пултарасса ӗненме пуҫланӑ кӑмӑлӗ йывӑр шухӑша ячӗ ӑна: «Кил хушшинче тупайман лашана пасарта шырани уй-хирти ҫиле хӑваланӑ пекех пулмӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аттеней систерсе хучӗ: эп пӗр самантлӑха ҫухалма пултаратӑп, эс ӗнтӗ мана мӑрсана ан сут терӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗтӗм те мар сывлӑшра саланса ҫухалма.

И не дым он, чтобы полностью растаять в воздухе.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех