Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухалатӑр (тĕпĕ: ҫухал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир хӑвӑр та ӑшши-пӑшшине шыратӑр, кайран никам сисмелле мар ҫухалатӑр.

Вы и сами в погоне за «перчиком» можете лихо закрутить интригу, а потом по «английский смыться».

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫе пӗтӗмпех вӗҫленӗ каҫах эсир, Гравелот вырӑнне йышӑнас мар тесен, кунтан тухса ҫухалатӑр.

Ту же ночь, как все будет сделано, вы уедете, чтобы не занять место Гравелота.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсир е пачах ҫухалатӑр, е сире чӗнсе илме те ҫук.

То вы вовсе отсутствуете, то вас не дозовешься.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Утнӑ ҫӗртех ӑҫта ҫухалатӑр? – ыйтрӑм тӳррӗнех.

Куда исчезали прямо на ходу? - спросил я сразу.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

16. Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; 17. унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр.

16. Берегитесь, чтобы не обольстилось сердце ваше, и вы не уклонились и не стали служить иным богам и не поклонились им; 17. и тогда воспламенится гнев Господа на вас, и заключит Он небо, и не будет дождя, и земля не принесет произведений своих, и вы скоро погибнете с доброй земли, которую Господь дает вам.

Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эхер те эсӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, мансассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пӑхӑнса тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑнсассӑн, [тӳпепе ҫӗре] асӑнса калатӑп сире паян: эсир пӗтсе ларатӑр; 20. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, сӑмахне итлеменшӗн эсир те Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑр умӑртан пӗтерсе пыракан халӑхсем пекех пӗтсе ҫухалатӑр.

19. Если же ты забудешь Господа, Бога твоего, и пойдешь вслед богов других, и будешь служить им и поклоняться им, то свидетельствуюсь вам сегодня [небом и землею], что вы погибнете; 20. как народы, которые Господь [Бог] истребляет от лица вашего, так погибнете и вы за то, что не послушаете гласа Господа, Бога вашего.

Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех