Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла пулса тухнӑ хыҫҫӑн пысӑк йывӑрлӑхпа ҫирӗпленме пуҫланӑ туслӑх арканма пултарасса, пачах пӗтсе ларасса, е тата ытларах иккӗшӗн хушшинче аталанма тытӑннӑ туйӑм, ӑна, тен, ӗненме те кирлӗ мар, ҫухаласса, кӗлле вӗҫсе кайса сапаланасса Ирина питӗ аван ӑнланать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫухаласса ҫухалман-ха вӑл, пӗлмеҫҫӗ мар — ӑна Салтыков тытса хупнӑ, ҫапах ҫынна мӗнле пӑрахса хӑварӑн?
17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӗкӗрҫӗсем вӑрмантан лашине утланса тухнӑ Урасмет куҫран ҫухаласса кӗтрӗҫ.
14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эппин, Калюков ӑҫта кайса ҫухаласса чуххӑм та пулин тавҫӑрса илмеллех.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Клипер ишсе ҫухаласса вӑл сӳрӗккӗн кӗтет.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫухаласса та суйланӑ пекех, чи хаклисем ҫухалса пынӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӗсем асӑрхама ҫук хӑвӑрт ҫитсе ҫапаҫҫӗ, ҫухаласса та ҫавӑн пекех хӑвӑрт ҫухалаҫҫӗ, вӗсен вырӑнӗнче вара тем тарӑнӑш хушӑк пулса тӑрать те, кимӗ тӗпсӗр шӑтӑка анса кайнӑ пекех аялалла чӑмать.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Тулта мамӑк пек кӑпӑшка шурӑ юр пӗрчисем ӳркеннӗ пек, хуллен ӳккелеҫҫӗ, Зойӑпа Шура шкула ҫитсенех савӑнӑҫлӑ та шавлӑ ҫамрӑк ачасем хушшине кӗрсе кайса ҫухаласса пӗлнӗ эпӗ, ҫапах та вӗсене ҫулталӑк тӑршшӗпех кӗҫӗрхи пек уҫӑ та ҫутӑ, телейлӗ кун сунтӑм.
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫуртасем ҫап-ҫуттӑн, чӳхенсе ҫунаҫҫӗ, катафалк йӑлтӑртатать, ун хыҫҫӑн капӑр тумланнӑ халӑх утса пырать; хӗвел хӗртсе пӑхать, пӑчӑх сывлӑшпа урамри тусан витӗр ҫамрӑк ҫуркуннен ырӑ шӑрши варкӑшса килет, вӑл уй-хирелле, ҫемҫе те ҫӗнӗ ешӗл курӑк кӗҫҫи ҫинелле чӗнет; пурнӑҫӑн мӗнпур савӑнӑҫӗсем ҫинчен калать, катафалк ҫинчен вара пӗр сассӑр та хӑрушшӑн вилем сывлӑшӗ сарӑлать, вилӗ пуҫ тытӑнкӑсӑр сулланкаласа пырать; пытару юрри вӑраххӑн тӑсӑлса илтӗнкелет, пытару маршӗ янӑрать, е чӗрене хурлӑхлӑн касса ыраттарса илет вӑл, е чӗрешӗн хаклӑ та ҫывӑх ҫын часах тӑвӑр шӑтӑка кӗрсе выртса, ӗмӗрлӗхех куҫран ҫухаласса аса илтерет.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ку Павелӑн шанчӑкӗ ҫухаласса пӗлтерни пулчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Огняновӑн пурнӑҫӗ ҫӳҫ пӗрчи вӗҫҫӗн кӑна тытӑнса тӑнине ӑнланчӗ вӑл, ҫав ҫӳҫ пӗрчи Колчо хӑех иккен-ха, начаркка та имшер, йышлӑ халӑх хушшинче пӗр палӑрми ҫухаласса ҫитнӗ Колчо кӑна-ҫке.
XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун чухнех пӗлсе тӑнӑ вӑл ҫухаласса.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
- 1