Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ҫутӑ ҫурҫӗр ҫутти евӗрлӗ, вӑл пӗтӗм океан шӑнӑҫмаллӑх темӗн пысӑкӑш ҫӗр хӑвӑлне пӗр чарӑнми ҫутатса тӑракан космически ҫутӑ евӗрлӗ хӑйне уйрӑм ҫутӑ пулнӑ.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Таҫта, ҫул айккинче, ялсем хуран курӑнса, аран ҫеҫ палӑрса ларнӑ — унта кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем ҫывӑрнӑ, анчах акӑ сӗмлӗхре пӗр ҫутӑ, тепӗр ҫутӑ, виҫҫӗмӗш ҫутӑ чӗлтӗртетме тытӑннӑ — те итем ҫинче ӗҫленӗ, те тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗн те пулин туптаса пӗтерме васканӑ; шӳсе кайнӑ сухаланӑ ҫӗр ҫийӗн темӗнле ҫутӑ шуса кайнӑ, тӳрех вӑл мӗн иккенне пӗлме те пулман, унтан шӑплӑхра трактор пӗр тикӗс кӗрлени илтӗннӗ — кӗрхи ҫӗртме туса пӗтерме васканӑ пулмалла.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Саня шухӑшӗнчи Арктика ҫӑлтӑрӗсен ҫутти хупса кайнӑ ҫуртра каҫсерен темле ҫутӑ ҫунса тӑнӑ пек курӑнать, чӳрече хупписен хушшипе хӗсӗнсе тухакан ҫутӑ ярӑмӗ пек куратӑп эпӗ вӗсене; ҫав ҫута ун ачалӑхне ҫутатнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Пире анне ҫуратнӑ Ҫутӑ хӗвел ҫуттинче, — Ҫутӑ хӗвел сӳнмесӗр Пире вилӗм тивес ҫук.«Нас родила мама В лучах светлого солнца, — Не угасая светлое солнце Смерть нас не тронет.
Д. Н. Телешов // Хветӗр Уяр, Иван Мучи. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 3–7 с.
Ӑна виҫӗ ҫутӑ — иккӗшӗ шыв ҫинче, пӗри ҫӳлте, пирӗн ҫинче ҫакӑнса тӑрса ӑсатаҫҫӗ; ман ҫывӑхрах, пӗлӗтсем айӗнче, ылтӑн караҫсем пек тата тӑватӑ ҫутӑ шуса пыраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри — пирӗн баржа мачти ҫинчи фонарь ҫутти.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӗсен пичӗсем ҫинче темӗнле ҫутӑ выляса тӑрать пек: калӑн, хӗвелӗн тӳррӗн ӳкекен ҫута кӑна мар вӑл, — шыва ӳкнӗ ҫутӑ пайӑркисем, тӗкӗр ҫине ӳкнӗ шевлисем пек, ачасен пичӗсене сӗртӗнсе иртеҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ав, ҫӳлти чӳречесенчи ҫутӑсем ҫухалаҫҫӗ, утна тата калаҫнӑ сасӑсем вырӑнне харлаттарнисем илтӗне пуҫлаҫҫӗ, хуралҫӑ хӑмине ҫӗрлехилле шаккама тытӑнать, чӳречесенчен ӳкекен хӗрлӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ҫухалсанах сад кичемреххӗн, ҫутӑраххӑн курӑна пуҫлать, сывлӑм сапнӑ сад ҫине йӑрӑм ӳкерсе, юлашки ҫутӑ буфетран малти пӳлӗме куҫать, вара мана чӳречерен кофта тӑхӑннӑ Фокан курпун кӗлетки курӑнать, вӑл, ҫурта тытса, хӑйӗн вырӑнӗ патнелле утать.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунта ашӑпа ҫутӑ балансне тӗпчесе вӗренеҫҫӗ; сехет хыҫҫӑн сехетшер ларса, ҫынсем Поляр леш енчи тинӗссемпе никам пурӑнман утравсем ҫине хӗвел ҫутӑпа ӑшӑ мӗн чухлӗ панине, ҫав вырӑнсенче каялла ҫут тӗнчене мӗн чухлӗ ҫутӑпа ӑшӑ тухса тӑнине палӑртаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен ҫырса пыраҫҫӗ.
Франц-Иосиф ҫӗрӗ тата мӗншӗн ӑна ҫапла калаҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Алӑк уҫӑлчӗ, камерӑна хунарӑн вӑйсӑр ҫутти ӳкрӗ, вӑл ҫутӑ Артура йӑмӑхтаракан ҫутӑ пек туйӑнать.Дверь отворилась, и слабый свет фонаря прорезал густую темноту карцера, его ослепил этот свет.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
«Эсир ҫутӑ ҫутрӑр, ҫутӑ кӳрсе килтӗр, пире ҫутӑ патӑр, ҫутта кӑлартӑр», тени пулать ӗнтӗ ку.
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
Анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл ҫутӑ ҫапах та ӑшӑ паракан хӗвел ҫутти мар, темӗнле кичем ҫутӑ.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку ҫуттӑн йӑлтӑркка вӑйӗ, унӑн чӗтренсе витӗр курӑнакан шупкалӑхӗ, кунтан ытла ӑшӑтма пултараймасть, вӑл уйӑх ҫуттинчен вӑйлӑрах ҫутатать, ҫак паллӑсем тӑрӑх ку электричество ҫутти евӗрлӗ ҫутӑ пулнине пӗлтерет.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
«Ҫӗр чавма ҫутӑ кирлӗ, — терӗ Том, — хунар ытлашши ҫутӑ ҫунать, унпа лекме пулать, ҫутатакан йывӑҫ ҫӗрӗкӗ ытларах пухмалла, ӑна пӗр-пӗр тӗттӗм вырӑна пӑрахатӑн та, вӑл кӑшт ҫутӑ парса выртать».
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл салху, кӑмӑлсӑр, сӗтел ҫиттине туртса антарчӗ те — пӳлӗмре сасартӑк витӗр курӑнакан кӑвакрах ҫутӑ курӑнса кайрӗ; унчченхи шупкарах-сарӑ ҫутӑ хумӗсем ҫеҫ, кӑвакрах ҫутӑпа ылмашӑнса, тарӑн тинӗсре чӑмса вылянӑ пек, пӗр ҫӗрелле туртӑнаҫҫӗ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Евдокия Тимофеевна ҫутӑ сӳнсенех хӑраса ӳксе, Володян чавсинчен ҫавӑрса тытрӗ те халӗ ун чавсине аллинчен вӗҫертмесӗр, пӗрмай тӗлсӗр пӗр-пӗрин ҫумне пырса ҫапӑнакан мӗлкесем хушшинче, аташса ҫӳрекен тӗксӗм ҫутӑ хушӑкӗсемпе ерипен тӗпсӗр тӗттӗмлӗхе кайса ҫухалакан, йӑл-йӑл ҫутӑлса тӑракан ӳкнӗ ҫутӑсем хушшинче, ҫухалса кайнӑ пекех туйрӗ хӑйне.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хӑйне валли Володя хатӗрлесе хунӑ ҫутӑ пайӑркисем ӑшне путса, хӑйне те ҫав ҫутӑран е тата ҫутӑ ӑшӗнчи ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫекен асамат кӗперӗ тӗслӗ тусан пӗрчисенчен тунӑ пек, ҫав тери ҫӑмӑл та черченкӗскер, чупса кӗчӗ те, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе, Чудищӗн ытла та тискер пуҫне ҫинҫе аллисемпе ыталаса илчӗ, унӑн таса чунне тата ырӑ чӗрине юратма ӗлкӗрнӗскер, хрусталь пек янӑравлӑ, залӑн кашни кӗтессине ян каякан сасӑпа (ҫак сасса илтсен Володьӑн пырӗ кӑтӑкланма пуҫларӗ) кӑшкӑрса ячӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫухалса кайман ҫын, хӑйне хӑй тупнӑ ҫын, ҫак миллион ҫутӑ — йӑлтах ҫарамаслантаракан салхуллӑ ҫутӑ — мӗн ҫуратнине, ҫав ҫутӑ вара, йӗри-тавра илем пуррине систеренҫи пулса, пур ҫӗрте те ухмахла кичемлӗхпе ирӗксӗрлӗхе уҫса кӑтартнине курать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
11. «Мана сӗмлӗх хупласа тӑмӗ-ши, ман таврари ҫутӑ тӗттӗм каҫ пулмӗ-ши?» тейӗп-и, 12. анчах Санран сӗмлӗх те хупӑрлаймӗ, Саншӑн тӗттӗм каҫ та кун пекех ҫутӑ: Саншӑн сӗмлӗх те, ҫутӑ та — пӗр.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пысӑкрах апертурӑлӑ телескоппа усӑ курсан (паллах, ытларах пысӑклатсан) тӗтрелӗх пайӗсем тата та аванрах курӑнма пуҫлаҫҫӗ, тӗслӗхрен, тӗтрелӗх варринче хӑйӑр сехечӗ евӗр ҫутӑ газӑн уйрӑмах ҫутӑ тӗввине асӑрхама май пур.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97