Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ворнӑй сӑртне хӑпарса ҫитсен, урапа ҫине хӑпарса тӑрсах, куҫне хӗвел ҫуттинчен сулахай аллипе хӳтӗлесе, Урхас Кушкӑ вӑрманӗ еннелле пӑхса илчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Уйӑх ҫуттинчен пытанса тӑнӑ пек тӑрать, тет.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Юханшыв ҫине ҫутӑ йӗр ӳкнӗ пек уйах ҫуттинчен юр ҫине ҫул ӳкет.От света на снег ложилась полоса — лунная дорога, какая бывает на реках.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ку ҫуттӑн йӑлтӑркка вӑйӗ, унӑн чӗтренсе витӗр курӑнакан шупкалӑхӗ, кунтан ытла ӑшӑтма пултараймасть, вӑл уйӑх ҫуттинчен вӑйлӑрах ҫутатать, ҫак паллӑсем тӑрӑх ку электричество ҫутти евӗрлӗ ҫутӑ пулнине пӗлтерет.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кратер ӑшне хӗвел ялтӑртатса ҫутатрӗ; чи пӗчӗк сӑрт, кашни чул ту, кашни чул тӗмеске хӗвел ҫуттинчен хӑйсен мӗлкисене ӳкерме пуҫларӗҫ.
XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫерҫи Варӗ ятлӑ ялӑн хӗрринче, хӑрӑмпа витӗннӗ, стенипе ҫул енне тӳртӗн пӑхса ларакан кивӗ, шӑтӑк-ҫурӑк тимӗрҫ лаҫҫин вучаххи умӗнче, вутӑ ҫуттинчен куҫӗсене хӗскелесе, Политовский ларать: вӑл вӑрӑм хӗскӗчпе хӗп-хӗрлӗ тимӗр татӑкне ҫавӑркалать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Уйӑх чухне, уйӑх ҫуттинчен хӗссе выртатӑп.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хӗвел ҫуттинчен аллипе хупланса, Федя ҫул ҫинелле пӑхрӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Оля, пӗр аллипе хӗвел ҫуттинчен картланса, кулса, тепӗр аллипе кӑчӑк туртса Алексее хӑй патнелле чӗннӗ, Алексей ун патнелле ишсе пынӑ, анчах вӑйлӑ шыв юххи ӑна ҫырантан, хӗртен аяккалла туртса кайнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Резида чунне амантмасӑр ӑнлантарать: «ҫуттинчен» пур-пӗрех хӑпаймасть ку хӗрарӑм.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
- 1