Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин ҫеҫ ӑшӑ ҫумӑр ҫуса кайнӑ та, бульвар ҫинчи лапсӑркка ҫӑкасем хушшинчи асфальт сукмаксем тӗкӗр пек йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗншӗн тесен мехелӗ ҫитрӗ: пухӑнса-пухӑнса пынӑ ҫумӑр «чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ» — ҫуса ячӗ!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сывлама ҫӑмӑл, тин ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хура Ҫимуна, тайгара пурӑнса ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка юратма хӑнӑхнӑскере, питӗ килӗшрӗ шартлама сивӗ хыҫҫӑн ҫӳлтен юр ҫуса тӑман ахӑрни.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахӑш самантра мунчине хутса ӗлкӗртрӗ Укань, тахӑш самантра Сантӑрккана ҫуса кӑларчӗ, килне леҫсех хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лайӑхрах пулмӗ-и тесе, Укань мунча хутса ҫуса кӑларчӗ Сантӑрккана, пӗр-ик стакан ханша ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑ юр ҫуса тӑнипе ҫанталӑкӗ сивех мар.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑпанипе медсестра Ҫимунӑн суранне ӑшӑ шывпа ҫуса, эмеллесе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Урайне тап-таса хырса ҫуса кайнӑ хӑйсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ арӑмӗ, ҫуса пӗтереймен чашӑкне сӗтел ҫине лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗчӗкреххисене, пичӗсене ҫуса, таса кӗпе-йӗм тӑхӑнма хушать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Юр ҫуса лартас пулсан, пулмарӗ вара, — хӑрарӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Математикӑна лайӑх пӗлетӗн вӗт эсӗ? — терӗ пӗр ирхине йӑмра айӗнче пит ҫуса тӑракан Лена.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Халӗ эп санӑн ҫурӑмна ҫуса ярӑп.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Телее темелле-ши, ҫанталӑк кӑшт сулхӑнлатрӗ, пӗр касӑ ҫумӑр та ҫуса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пичӗкесене шыв тултарса, пит-куҫа ҫуса шӑлӑнсан тин Улькан чӗлхи салтӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӗветӗр, — терӗ Мария Тимофеевна, — каҫ пулсан клубра чи пысӑк лампусене ҫут, урайне тасатса ҫуса кайччӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хырса ҫуса тасатнӑ крыльца пусми тӑрӑх асӑрхануллӑн пускаласа, Хумкка мучи тараватлӑ кил хуҫи хыҫҫӑн пӳртелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн тума ҫуса тасатмалла-ши пӳрте?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех