Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑра (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер каҫхине 18 сехет ҫурӑра Муркаш округӗнчи Нискассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче фура водителӗ 35 ҫулти хӗрарӑма ҫапса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нискасси патӗнче фура 35-ри хӗрарӑма таптаса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37630.html

Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнисенчен чи асли 77 ҫулта-мӗн, чи кӗҫӗнни — 3 ҫул ҫурӑра.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Мадейра утравӗ Африка ҫыранӗнчен 520 ҫухрӑмра, Европӑран 1000 ҫухрӑмра, е Лиссабонран самолетпа вӗҫсе тухсан сехет ҫурӑра ҫитме пулать.

Остров Мадейра расположен в 520 км от африканского побережья и в 1000 км от Европы, или в полутора часах лёта на самолёте от Лиссабона.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Инкек шӑматкун каҫхи 10 сехет ҫурӑра пулнӑ.

Происшествие случилась в субботу в половине 22 вечера.

Кӑшнаруйра 27-ри арҫын пушарта вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36779.html

Кӳкеҫ посёлокӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм пӗр уйӑх ҫурӑра икӗ хутчен улталаннӑ.

51-летняя жительница поселка Кугеси за полтора месяца была обманута два раза.

Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ икӗ хутчен улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36725.html

Вун иккӗ ҫурӑра — шӑнкӑрав сасси.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти аэропорт ҫывӑхӗнче хӗр парашютпа аннӑ чухне самолет вӗҫмелли ҫул ҫине вӗҫсе аннӑ.

В половине девятого 2-го октября девушка, спускаясь на парашюте приземлилась возле взлетной полосы аэропорта Чебоксар.

Хӗр парашютпа вӗҫсе чутах самолет айне пулман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36183.html

Эпир аттене МТС политпайне епле ӑсатнине те, Мускавра Электрозавод пилӗк ҫуллӑха ҫӗршывра никамран малтан икӗ ҫул ҫурӑра тултарнине те, — ман атте унта ӗҫлетчӗ, — челюскинецсене епле ҫӑлнине те, Чкалов, Байдуков тата Беляков хӑйсен вӗҫевӗ хыҫҫӑн мӗнле таврӑннине те…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вырсарникун, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 14 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Шуркасси ҫывӑхӗнчи уй-хирте ACROS 530 комбайн ҫунма тытӑннӑ.

В воскресенье 13 августа, в половине 14 часов в поле близ Шоркасов Ибресинского района загорелся комбайн ACROS 530.

Йӗпреҫ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35717.html

Ку 19 сехет ҫурӑра пулнӑ.

Это было в половине 19:00.

Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35024.html

Сехет ҫурӑра Денис Вадимович 34 ыйтӑва хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

Калаҫса татӑлнӑ вырӑна ҫичӗ сехет ҫурӑра ирхинехи шалпартарах костюм тӑхӑннӑ ҫын мар, симӗс кительпе кӑвак галифе тӑхӑннӑ яштак ҫар ҫынни — аслӑ лейтенант, лётчик килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Виҫҫӗмӗш ача — Якур, вӑл тӑваттӑра, чи кӗҫӗнни — Лена, вӑл ҫулталӑк ҫурӑра.

Третий мальчик — Егор, ему четыре года, самая младшая — Лена, ей полтора года.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Пӗрремӗш рейс ҫиччӗ ҫурӑра пулать, унччен вӑхӑт ытлашшипех-ха, ҫапах та хӗр хыпалансах утрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Паян 13 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнче Ҫиҫӗмкасси тата Пӗчӗк Упакасси ялӗсен хушшинче шкул автобусӗ аварие лекнӗ.

Сегодня в 13:30 в Ибресинском районе между деревнями Молния и Нижние Абакасы школьный автобус попал в аварию.

Йӗпреҫ районӗнче шкул автобусӗ аварие ҫакланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34308.html

Ҫухрӑм ҫурӑра вӗсем вунӑ хут та канса илчӗҫ пулӗ — пӗренесене киле сӗтӗрсе ҫитерчӗҫ-ҫитерчӗҫех.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Выставкӑна тӑратнӑ скульптурӑсене вӑл ҫулталӑк ҫурӑра тунӑ тесен, ӗненсех те каймарӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Афганистанра вара шап-шурӑ юра та ҫулталӑк ҫурӑра пӗр хутчен кӑна курнӑ тет Владимир Корнилович.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Икӗ кун ҫапмалли авӑна ҫапла пӗр кун ҫурӑра пӗтерсе пӑрахрӑмӑр».

Так и обмолотили все за полтора дня, а одному мне бы, почитай, дня на три-четыре хватило…

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 3 сехет ҫурӑра Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче 46 ҫулти арҫын пӗрле пурӑнакан 45-ри хӗрарӑмпа вӑрҫӑнса кайнӑ.

В половине третьего утра 11 октября в деревне Турмыши Янтиковского района 46-летний мужчина поссорился с 45-летней сожительницей.

Арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе 38 хут чикнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33174.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех