Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмран (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каласах пӗтер ӗнтӗ, — ҫурӑмран ачашшӑн лӑпкарӗ ӑна Мария Петровна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Юрӗ-ҫке, юрӗ, — ҫурӑмран лӑпкарӗ ӑна Маша.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫурӑмран лӑпкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамра хӑваласа ҫитейменнине ӑнланчӗ пулас та уринчи кӑҫаттине хывса илсе мана ҫурӑмран персе лектерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тутар хӗрарӑмӗ ун еннелле йӑлӑхтармӑш шӑнана хӑваланӑ евӗр аллине сулчӗ те Куляна ҫурӑмран ӑшшӑн лӑпкаса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Эсӗ ҫурӑмран та пуҫран ачашланӑ чухне унӑн ӑшшипе килентӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Малалла икӗ-виҫӗ утӑм тунӑ самантра мана такам ҫурӑмран тӗкрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗсем ҫине «тӑшман ҫумӑрӗ» тӑкӑнать, юр муклашкисем, пысӑкки-пӗчӗккине уямасӑр, пуҫран е ҫурӑмран хап! та хап! хаплаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

«Чӑн та ҫапла пулса тухасса сиснӗ эпӗ!» — шутларӗ Ирина, хӗре ҫурӑмран ачашласа ҫӗнӗрен вӑй пӗтсе ҫитнине туйса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапла анраса ларакан Ванюка ҫав вӑхӑтра ҫурӑмран такам ҫемҫен кӑна кӑлт! тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫурӑмран сивӗ ҫил вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ ҫил вӗсене ҫурӑмран вӗрчӗ, утма ҫӑмӑлтарах пулчӗ, анчах ҫапах та вӗсем питӗ ывӑнчӗҫ, вара хӑйӑр ҫине канма ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пит ҫума кайнӑ чух мана сӑмсаран шаклатса илчӗ, ҫурӑмран лӑп-лӑп-лӑп ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӗсем, ыталанса илсе, пӗрне-пӗри ҫурӑмран ҫапкаласа тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Халиччен пӗр-пӗрне нихӑҫан та курман-пӗлмен ҫынсем, ӑнланса илме те йывӑр темле кӑмӑл-туйӑмпа ҫӗкленсе, хӗрӳллӗн ыталашрӗҫ, куҫран пӑхса калаҫрӗҫ, пӗр-пӗрне алӑ парса, ҫурӑмран лӑпкаса, каскӑсемпе ҫӗлӗксене, алсишсене, карттуссене сывлӑшалла ывӑта-ывӑта саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ачасем кулса ячӗҫ те ӑна ҫурӑмран лӑпкаса илчӗҫ.

Ребята засмеялись и похлопали его по спине.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

— Маххӑ памӑн-ха эс, — качча ҫурӑмран лӑпкарӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юрамасть хӑнана вӗрме, юрамасть, — лӑплантарчӗ вӗсене Аркаш кашнинех ҫурӑмран ачашласа.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫак юлташа хамӑр пата илсе пырасшӑн эп, — мана ҫурӑмран лӑпкарӗ хӑй, — анчах вӑл чуман лаша пекех чӑхӑмлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Акӑ ӗнтӗ мӑнастирӗн кил-картине Пухса тухрӗҫ пуҫлӑхсемпе пупсене: Тӗпчет пӗрле Еркинейпе Емелен Пӑхӑнманне айӑплама йӗркерен: Виҫӗ пуппа икӗ салтак пуҫлӑхне Харсӑрлӑхшӑн ҫакас, терӗҫ, хапхаран, Вуник пуппа виҫӗ капрал шӑмшакне Хурӑн хулпа хӗртес, терӗҫ, ҫурӑмран.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех