Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам та пулин ҫурта ҫутса ярсанах, пурте ушкӑнӗпе ун патнелле чышӑннӑ; тавлашу пуҫланса кайнӑ, ҫурта хуҫи паттӑррӑн хиреҫ тӑнӑ, анчах ҫуртине ҫийӗнчех; унӑн аллинчен ҫапа-ҫапа ӳкернӗ е сӳнтере-сӳнтере лартнӑ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
11. Вӗсем пире ҫапла каласа хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗр Туррин чурисем; эпир нумай ҫул ӗлӗкрех туса лартнӑ Ҫурта ҫӗнӗрен тӑватпӑр, ӑна Израилӗн аслӑ патши тунӑ, туса лартнӑ пулнӑ. 12. Ӗнтӗ пирӗн аттемӗрсем Ҫӳлти Турра ҫиллентерсе ҫитернӗ те, Вӑл вӗсене халдей ҫыннин Навуходоносорӑн, Вавилон патшийӗн, аллине ӳкернӗ; патша ҫак Ҫурта ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та халӑха Вавилона куҫарса кайнӑ. 13. Анчах та Вавилон патши Кир хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫак Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панӑ; 14. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса хунӑ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен илсе тухнӑ та Шешбацар ятлӑ ҫынна панӑ, — Шешбацара вӑл ҫӗр пуҫлӑхне лартнӑ пулнӑ, — 15. вӑл ӑна каланӑ: ҫак савӑтсене ил те Иерусалим Ҫуртне илсе кайса пар; Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр, тенӗ. 16. Вара ҫав Шешбацар килнӗ те Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑ; ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ ҫавӑнтанпах пырать, вӑл халӗ те вӗҫленмен-ха» терӗҫ вӗсем.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ҫӗнтерӳ» мемориаллӑ комплексра Шупашкарта акцине хутшӑнакансем «Ҫӗнтерӳ» сӑмаха ҫуртасем лартса чыс тунӑ, вӗсенчен кашни ҫурти вӑрҫӑн пӗр кунне палӑртать, пӗтӗмпе вӗсем 1418 ҫурта ҫутнӑ.
Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn
Вӑл пушӑ сӑра кӗленчине сывлӑшра темиҫе хутчен ҫаврӑнмалла ывӑтрӗ те, сасартӑк, турилкке хӗрри ҫине пуҫхӗрлӗ лартса, ӑна темиҫе секунд хушши ӳкермесӗр тӑратрӗ; тӑватӑ шӑмӑ шарпа, ҫавӑн пекех тата икӗ ҫуртапа ывӑтса выляса кӑтартрӗ, ҫуртисене иккӗшне те пӗр вӑхӑтрах ҫурта лартмалли ҫӗре тирӗнтерчӗ; ун хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтрах виҫӗ япалапа: веерпа, йывӑҫ сигарӑпа тата зонтпа вылярӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Пысӑк магазинсене хӑш-пӗрисене кӑна уҫнӑ, анчах хӗрарӑмсем кунта пӗчӗк ураписем ҫине ача-пӑча теттисемпе тӗрлӗ шӑкӑр-макӑр тавар тиесе урамсем тӑрӑх сутса ҫӳреҫҫӗ; каҫсенче ураписене ҫуртапа ҫутатаҫҫӗ, ҫуртинчен вара таварӗсем ҫине ҫурта ҫӑвӗ тумлать.
I. Париж урамӗсенче // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кашни хӑнашӑнах икӗ ҫурта ҫутмаҫҫӗ: ҫуртана хулара укҫалла туяннӑ, ӑна, ытти япаласем пекех, хуҫа арӑмӗ ҫӑрапа питӗрсе усрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ирӗлсе шӑраннӑ ӑвӑс ҫурта ҫиппи хура вӑлта пек авӑннӑ, ун таврашӗнче сывлӑш чӗтренни палӑрать, ҫакӑ ҫеҫ ҫурта ҫунса ларнине кӑтартать.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӗтел ҫинче яшка ҫу ҫуртисем, икӗ ҫурта, ҫунаҫҫӗ, стенасене ылттӑнланӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ.Она освещена была двумя сальными свечами, а стены оклеены были золотою бумагою.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пушар пирки кашниех тӗрлӗрен калаҫнӑ: хӑшӗ – Дубровский ҫыннисем улпутне пытарнӑ хыҫҫӑн ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те, ӑнсӑртран вут ӳкернипе ҫурта ҫунтарса янӑ, тенӗ, теприсем тата — приказнӑйсем айӑплӑ, вӗсем ҫӗне ҫурта куҫнӑ майпа вӑйлӑ ӗҫкӗ тунӑ, тенӗ.
VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл Гека стена ҫумӗнчех тӑм купи ҫинче юлнӑ ҫурта тӗпне кӑтартрӗ, сӳнсе пыракан ҫурта ҫутине хӑйсем Беккипе иккӗшӗ епле астуса ларни ҫинчен те каласа пачӗ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл Томӑн кӗсйинче тата пӗр ҫурта та виҫ-тӑватӑ ҫурта тӗпӗ пуррине аванах пӗлсе тӑнӑ, ҫапах та Том вӗсене перекетлӗн тыткалама шутланӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унтан вӗсем иккӗшӗ те, хӑйсен ҫуртисене ҫӳлелле ҫӗклесе, кукӑр-макӑр кукӑрӑлса каякан галерея тӑрӑх утнӑ, вӗсем чул стенасем ҫинче эрешмен карти пекех тӗрленсе тӑракан ятсемпе числосене тата ӑслӑ халапсене вуланӑ (вӗсене ҫурта хӑрӑмӗпе ҫырнӑ пулнӑ).
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗр ҫӗрте, туристсем кӗрсе ҫӳрекен вырӑнсенчен инҫетре, икӗ сӑмах тупнӑ, — чул ҫине ҫурта хӑрӑмӗпе: «Беккипе Том» тесе ӳкернӗ, ҫавӑнтах ҫурта ҫӑвӗ тумлатса пӗтернӗ хӑю татӑкки выртнӑ, тет.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
36. Священниксем вара Ҫурта кӗнӗ те, парне вырӑнӗ умне тӑрса, йӗрсе ярса каланӑ: 37. эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫак Ҫурта Хӑвӑн яту валли суйласа илнӗ, вӑл кӗлӗ ҫурчӗ пултӑр, унта Хӑвӑн халӑху кӗлтутӑр тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир Иудея ҫӗрне аслӑ Туррӑн Ҫурчӗ патне кайса килтӗмӗр; Ҫурта шултӑра чултан купалаҫҫӗ, стенисене йывӑҫ та хывса хӑвараҫҫӗ; хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, ӑнса пырать ку ӗҫ вӗсен аллинче. 9. Эпир вӗсен аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтрӑмӑр: «ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире?» терӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ лартнӑ ҫак Ҫурта, унта ӗмӗрӗпех Манӑн ятӑм тӑтӑр тесе лартнӑ Ҫурта, Эпӗ тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм; Манӑн куҫӑмпа Манӑн чӗрем ӗмӗрех унта пулӗҫ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗтӗм Ҫурта ылтӑнпа сӑрнӑ, пӗтӗм Ҫурта йӑлтах, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнчи парне вырӑнне те пӗтӗмпе ылтӑнпа сӑрнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чиркӳ алӑкӗ тӑрук уҫӑлсан е чуна пырса тивекен саспа хупӑнсан ҫурта ҫулӑмӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр, ҫуртаран хӑпса ҫӳлелле лӗпӗш евӗр вӗҫсе каяс пек туртӑнать.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.