Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурсан (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫа ҫапса ҫурсан та тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

«…Тӑруках пурне те юсаймӑн-ха. Чи малтан куҫа курӑнакан выртан-тӑрана пуҫтарса, юрамине тухнине те пулин йӗркене кӗртесчӗ. Акӑ тӗкме юсамалла, карта тытмалла, вуттине татса ҫурсан та аван пулӗччӗ», — уйланса тӑчӗ Улькка аппа хура курак (ялти кайӑк-кӗшӗк атаманӗ) янахсӑрланаса кранклатнипе, пуҫтах, пиртӗклӗ салакайӑксем хӑлхана йӳҫӗхтерсе чӗриклетнипе, хӗрлӗ пӗсехеллӗ вӗтӗ кайӑксем — ҫӗр ҫинчи илем хыпарҫисем — ӑс-тӑна кӗмӗл саслӑн минретсе, чун-чӗрене ырӑ тӑвӑнтарса, чечеклентерсе, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса чӗвӗлтетнипе янӑраса тӑракан анкартине тухсан.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫурсан, ҫак шӑтӑкран, пӗр ывӑҫ ытла кивӗ пӑхӑр укҫа кӑлартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Калӑпӑр, эсӗ пуҫна ҫурсан сана та илме пыраҫҫӗ, унтан больницӑна ӑсатаҫҫӗ.

Вот ты себе голову разобьёшь, за тобой приедут и — в больницу.

Мускав урамӗсем мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пуҫа чул ҫине ҫапса ҫурсан та, нимӗн тӑваймӑн.

Теперь ему впору биться головой о камень, но это ничего не изменит.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак хурт алхасакан пахчара улмуҫҫи ҫеҫке ҫурсан та ҫимӗҫӗ тытӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Пӗр машина вутӑ ҫурсан мӑн хырӑмлӑ ҫӳрейместӗн.

Когда поколотишь машину дров, пузатым не будешь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Паян умра вӑрман уҫланкинчи пекех, пилеш, палан тата ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурсан таврана тутлӑ шӑршӑ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех