Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуркуннесенче (тĕпĕ: ҫуркунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлнӗ пулсан — ялти халапҫӑсен калавӗсем Атӑл ҫуркуннесенче ҫыранран тухнӑ пек сарӑлса кайӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чиркӳпе кантур пулмасан ҫуркуннесенче яла ҫывӑхри катасенчен уйӑрма та ҫук.

Не будь церкви да конторы, село по весне не отличить от других сирых нищенок.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуркуннесенче унта юр ытти ҫӗртинчен маларах ирӗлсе пӗтетчӗ те ҫӗр питне уҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫыранӗсем унӑн чӑнкӑ, хӑй питӗ васкаса юхать, ҫуркуннесенче вара урсах каять.

Бежит в крутых берегах, неспокойная, озорная, веснами буйная.

I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫуркуннесенче вара уҫӑ чӳречесенчен пӑхса, вӗсем таврӑнасса кӗтеттӗм…

А весной иной раз становилась у открытого окна и ждала…

«Овод» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫуркуннесенче Дон хӗрринчи сӑртран йӗри-тавра шыв хупӑрласа илнӗ утрав инҫетрен курӑнса ларать.

С обдонской горы весною далеко виден на разливе остров.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Апла пулин те, ҫуркуннесенче тункатасенчен хӑрма пӗлмен ҫамрӑк хунавсем ашкӑрса тухаҫҫӗ те пӗр-икӗ ҫул майӗпен ӳсеҫҫӗ, унтан каллех Алешка кати ҫу кунӗсенче сарлака туратлӑ ҫутӑ симӗс тум тӑхӑнать, кӗркуннесенче ылтӑн тӗслӗ эрешӗсемпе, ир енне ӳкнӗ тӑм хӗмлентернӗ капӑр юман ҫулҫисен хӗрлӗ ҫулӑмӗпе йӑлкӑшать.

Но от коренастых пней весною выметываются живучие молодые побеги, год-два неприметного роста, и снова Алешкин перелесок летом — в малахитовой зелени распростертых ветвей, осенью — как в золотой кольчуге, в червонном зареве зажженных утренниками резных дубовых листьев.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил вӗсен хӑмӑр ҫурӑмӗсем ҫинчен ҫуркуннесенче тӑкӑнакан йӑптӑх ҫӑма вӗҫтерет.

Ветром несло с бурых спин их осекшийся по весне волос.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫуркуннесенче ту-сӑрт ҫинчен кӗрлесе-шавласа анакан сарӑ хӗрлӗ шыв, катрам чулсене йӑвантарса, ҫырма тӗпӗнче пысӑк та тарӑн лакӑмсем алтса хӑварать, хӗрлӗ тӑм сийӗсене ишӗлтерет, ҫыран хӗррисене ҫисе ланкашкалантарать, шыв ҫулӗсем уҫать.

Весной рыжий поток нагорной воды, ворочая самородные камни, вымывает в теклине ямины, рушит пласты красной глины, в стенах яра роет углубления и проходы.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫуркуннесенче Мирон Григорьевич ун патне, савман арӑмӗ патне пынӑ пек, йӑлишӗн, тивӗҫлипе кура ҫеҫ пычӗ.

По весне шел к ней, как к немилой жене, по привычке, по обязанности.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутортан ҫур ҫухрӑмра, Донӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, тарӑн ланкашка пур; ҫуркуннесенче, Дон чакма пуҫлас умӗн, унта яланах шыв нумай тулса ларать.

В полуверсте от хутора, с левой стороны Дона, есть прорва; в нее веснами на сбыве устремляется полая вода.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуркуннесенче унта йӗплӗ курӑк ӳскелет-ха, анчах вӑрахах мар, ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫав путсӗр ҫӗр ҫине сурса хур та унта тепӗр ҫуркуннесӗр кайса та ан курӑн.

По весне под толоку она идет, и то ненадолго, а потом плюнь на эту проклятую землю и не показывайся на ней до будущей весны.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хирте вӗсем ӑҫта килнӗ унта сапаланса выртаҫҫӗ, ҫавна пула ҫуркуннесенче выльӑхсене шӑварма бригада станӗнчен икӗ километр ҫурӑ е виҫӗ километра уттарма тивет.

Они были беспорядочно разбросаны по степи, и весною скот от бригадного стана приходилось гонять на водопой за два с половиной — три километра.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех