Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуратакан (тĕпĕ: ҫурат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел те, вӑхӑтра хута ярас тӗлӗшпе иккӗленӳ ҫуратакан объектсем пур…

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ассӑр ҫын ҫеҫ хӗрачана ҫын вырӑнне хумасть, хӗрача ҫуратакан амӑшне хисеплемест.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн урӑххине, ывӑл ҫуратакан хӗре, качча илмерӗн?

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пушкӑрт Республикинче виҫӗ тата нумайрах ҫул ҫитмен ача ҫуратакан нумай ачаллӑ ҫемьесем тӑкакӗсен виҫипе шкул формине туянма компенсаци илме тивӗҫ, анчах ача пуҫне 4 489 тенкӗрен ытла мар.

В Башкирии малоимущие многодетные семьи, где воспитывается три и более несовершеннолетних детей (кому до 1 сентября не исполнилось 18 лет) имеют право получить компенсацию на покупку школьной формы в размере фактических расходов, но не более 4 489 рублей на ребенка.

Пушкӑртра пурӑнакансен шкул формине туянма компенсаци мӗнле илмелле // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... le-3392217

«Округ» ҫуратакан тепӗр ыйту

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Кунта хӑрушлӑх ҫуратакан вырӑн пулнине асӑрхаттаракан пӗлтерӳ хӑмисене вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурта хирӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60474

Ку портрет халь маншӑн командир хӗрӗн портречӗ кӑна мар, тарӑнрах шухӑшсем ҫуратакан сӑнар та пула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Социализмлӑ законлӑха ҫирӗп пурнӑҫласа пымалла, право йӗркисене кирек мӗнле пӑснисене те тӗп тумалла, преступноҫа, ӑна ҫуратакан мӗн пур сӑлтавсене пӗтермелле…

Куҫарса пулӑш

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пире ҫуратакан атте-анне Пӗлмен-шим самана йывӑррине?

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пек пулсан ҫеҫ уйрӑм ҫынсен хушшинче кӑна мар, патшалӑхсем, халӑхсем хушшинчи ӑнланманлӑх, курайманлӑх, кӗвӗҫӳ, хирӗҫтӑрусем, хӑйне ҫеҫ пысӑка хуни, ҫӑткӑнлӑх ҫуратакан вӑрҫӑ-харҫӑ майӗпен пурнӑҫран тухса пӗтӗҫ те яланлӑхах пӑчланӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл пӗтӗм ӑс-тӑнӗпе, шалти туйӑмӗсемпе туйрӗ, сисрӗ: ку сасӑ — чӑн-чӑн, таса юрату сасси, унӑн телей тӗпренчӗкӗн уҫӑ, янкӑс шӑнкӑравӗ, мӗншӗн тесен савнӑ хӗрӗ хӑй «хӳмене ишӗлтерме» шанӑҫ ҫуратакан «утӑм турӗ» ун еннелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗр ҫеҫ ҫуратакан хӗрарӑма кам ылханмӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хӗр ҫеҫ ҫуратакан амӑшӗн хӗрӗ ывӑл ача ҫуратасси пур-и вара?»

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑнтӑрла иртсен иксӗмӗр те таврӑнатпӑр та, лавккана кайса, пан улми, слива, канфетсем илсе ачасем ҫуратакан ҫурта каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

«Виҫӗ е ытларах ача ҫуратакан мӑшӑрсене республика бюджетӗнчен 100 пин тенкӗ укҫа параҫҫӗ», - пӗлтерчӗ радио дикторӗ.

Куҫарса пулӑш

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Тӗпчев ӗҫӗн ертсе пыракан авторӗ Джоэл Юпанки Миелес каласа панӑ тӑрӑх, пыл пӗрлешӗвӗсенче антимикроблӑ тата ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан агентсем пур, вӗсемпе ӳте сыпӑнтарма е антибиотиксене йышӑнман чухне усӑ курма пулать.

Как рассказал ведущий автор исследования Джоэл Юпанки Миелес, в соединениях меда содержатся антимикробные и регенерирующие агенты, которые можно применить для заживления тканей и борьбы с устойчивостью к антибиотикам.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Англири Манчестер университетӗнчи ӑсчахсем ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пылӑн ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан тата микробсемпе кӗрешекен пахалӑх пур, ҫавна май унпа сурансене хӑвӑртрах тӳрлетес тесен усӑ курма пулать.

Ученые из Манчестерского университета в Англии пришли к выводу, что мед обладает исключительными регенерирующими и антимикробными свойствами, которые можно использовать для ускорения заживления ран.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Социаллӑ картлашкапа хӑпарас килсен нумай ӗҫлеме хатӗрленӗр, анчах иккӗленӳ ҫуратакан, саккуна хирӗҫ ӗҫсене хутшӑнма ан килӗшӗр, унсӑрӑн пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ.

Чтобы подняться по социальной лестнице, вы будете готовы много работать и идти на риск, но при этом важно, чтобы вы не соглашались участвовать в сомнительных или противозаконных делах, так как это чревато серьезными неприятностями.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Иккӗленӳ ҫуратакан туссене лайӑх сӑнӑр.

Среди друзей присмотритесь к тем, кто вас особенно настораживает.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Астрологсем иккӗленӳ ҫуратакан ыйтусем пирки калаҫнӑ чухне шухӑшӑрсене ҫынсен умӗнче пӗлтермелле марри ҫинчен асӑрхаттараҫҫӗ.

Также астрологи не рекомендуют публично высказывают свою позицию по спорным вопросам.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех