Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шапасем ушкӑнпа хӑлхана ҫурасла кӑшкӑраҫҫӗ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Акӑш-макӑш, асар-писер вут ҫулӑмӗсем чӑнах та хуран тавра тӗпсӗр ханкӑртан явӑнса-амаланса, пал-пал пӑрлатса хӑпараҫҫӗ те кашкӑр чӗлхиленсе тӗпсӗр тӳпенелле тӑсӑлаҫҫӗ; хурантан вара ҫухӑракан, йынӑшакан, кӑшкӑракан, макӑракан, тӗнчене те чӗрене ҫурасла, хӑлхана та ҫӑт хупласа хурасла сасӑсем янӑраса тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аслӑ Шуйттан Ула Тимӗре ҫунтарса ярасла, хурахаяррӑн витӗрлесе илчӗ те ҫӗр ҫурасла ахӑрса кулса ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Альдоннине эп «Алтуни» тесе чӗнеттӗм тата пур ача-пӑча витлекен ятпа урам ҫурасла «Комбед» тесе кӑшкӑраттӑм.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Акӑ вӗсем, халь-халь пӗрне-пӗри тытса ҫурасла тӑшмансем пек, хире-хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине ҫиллессӗн пӑхаҫҫӗ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑрмана тертпе тата сехре хӑппилӗхпе тулсах ларнӑ, хӑлхана ҫурасла ҫухӑру янӑратрӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Шӑхличсен хӑлхана ҫурасла кӳнттемес тӗрӗлтетӗвӗ параппансен тӳнк-тӳнкӗн айван чаплӑлӑхне кичем ҫемӗпе пулӑшать.Пронзительная, сиплая трель дудок сопровождала эти наивно торжественные «бун-бун» унылой мелодией.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Тимӗре ҫапнӑ хыҫҫӑнхи йынӑшу курӑнакан мӗн пур енчен ывӑтӑнать; пӑспа ӗҫлекен пысӑк мӑлатуксен кӗмсӗртетӗвӗ, пӗчӗк мӑлатуксен чӑнкӑртатӑвӗ, пӑчкӑсен хӑлхана ҫурасла йӑлӑхтармӑш ҫемми, лавсен тӑнран кӑларасла чӗтренӗвӗ — ҫаксем пурте, тимлӗн тӑнлас тӑк, сасӑсене уйӑрмасан пӗр кӑшкӑру евӗр.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сунарҫӑ ӑна кӑштах ҫеҫ аллипе перӗнчӗ, анчах ҫавӑнтах каялла картах туртрӗ: вӑрман хӑлхана ҫурасла ҫухӑрупа тулса ларчӗ.Охотник слегка тронул его рукой, но тотчас же отдернул ее: пронзительный визг огласил лес.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӗсем картаран тухрӗҫ те йӗри-таврари хӑлхана ҫурасла нӑрик-нӑрӑхран тинех хӑпрӗҫ, халӗ хӗрлӗ вӗри хӑйӑр ӑшне урисемпе пута-пута юнашар утаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Юлашкинчен хӑлхана ҫурасла кӑшкӑрчӗҫ те — урисене сарса харӑссӑн сикрӗҫ, король умне ӳпне лаштах ӳкрӗҫ те халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗҫ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӳлӗме ҫынсем кӗпӗрленсе тулчӗҫ; хӑлхана ҫурасла шӑв-шавра мӗнле те пулин ӗҫлӗ япала пирки калаҫма пуҫламашкӑн йывӑр, анчах майӗпен-майӗпен тискерчӗксем стена ҫумне тӑрса тухрӗҫ те варринче халӗ — ирӗклӗ вырӑн.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пеликансен — ҫирӗп сӑмсисем ҫинчи сийлӗ-сийлӗ чул ӳтленчӗклӗскерсен — хӑлхана ҫурасла ҫухӑрӑвӗ вӑхӑт-вӑхӑтпа кайӑксен кӗрлевне вирхӗнсе кӗрет; тӗмсем ҫийӗн тискер кӑвакарчӑнсем кӗвиклетсе вӗҫеҫҫӗ, шыв ҫинче тикӗс те вӑрӑм йӗр-ҫул хӑвара-хӑвара шыв чӑххисем юрланан шӑхӑраҫҫӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Паллӑ марлӑха тӗпченӗ самантсенче ӑсри сӑнарлав мӗн тусан мӗн килсе тухассине пӗлме хыпаланнине ӑнланмалла ӗнтӗ, ҫакна кура, аллӑмпа тӗлленӗскер, унӑн тӗртме хатӗр куҫӑмне чарса лартрӑм та кӗтмен шухӑшпа аптӑраса иккӗленетӗп: ҫуртра пӗтӗм ҫӗрте халхав хуҫаланмасть-и, шӑнкӑрав хӑлхана ҫурасла янӑраса каймасть-и?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Жиль туратлӑ патакпа хыттӑн тӳнклеттере-тӳнклеттере, хӑлхана ҫурасла шӑхӑра-шӑхӑра утать, ӑна курсан ҫерҫисем ҫӗр утӑмранах тӑрр-тӑрр! вӗҫе-вӗҫе саланаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
— А-а-а-а-а-а!.. — хӑлхана ҫурасла нӑйлатать ҫавӑ.
V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Ҫак самантра темӗн пулса иртрӗ: сысна хӑлхана ҫурасла ҫухӑрса ярса хуҫине тӗксе ӳкерчӗ; ҫӗрелле чикеленнӗ май хуҫа сӳнекен хунар ҫутинче хӑрушӑ, тискер чӗр чуна курах кайрӗ; хайхискерӗн ҫавра куҫӗсен тавра вут-хӗм сирпӗнет, урине сысна ҫинелле тӑснӑ, — геральдика арӑсланӗ пек, урӑхла каласан — мӑнаҫлӑн.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Вӑл кӗлеткине ҫурасла чӗтреве аран-аран чарчӗ, Джой вара наркӑмӑш лекнӗ алли ҫине хевтесӗррӗн пӑхать.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Акӑ кӗтесрен ку ҫӗр-шыври параппан тунсӑхлӑн ахлатни, какӑрсем хӑлхана ҫурасла ӳлени илтӗнсе кайрӗ — турра ӗненекенсен ҫӗрлехи процессине чӑтма ҫук шавлӑ музыка хавхалантарать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Роз, Гнор хыҫӗнче тӑраканскер, ӑна хул пуҫҫинчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ, унтан кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ те хӑлхана ҫурасла шӑнкарчӗ; вӑл хавасланса кайрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.