Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралнӑччӗ (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне Ванюк пуҫӗнче Нинукпа пӗрле пурӑнмалли ҫурт проекчӗ те ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ентешпе — Таяпа Энтри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан, яваплӑ должноҫра тӑрӑшакан — Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа Алевтина Федоровӑпа маларахах курса калаҫма кӑмӑл ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ҫав каҫ Лукан ывӑл ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак статьяна ҫырма шухӑш тахҫанах ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Тин кӑна ҫуралнӑччӗ, — каллех пӑшӑлтатрӗ аманни.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл чӑн-чӑн вӑрман ҫынни пулмах ҫуралнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Те Хабаровскра пурӑннӑ чух, те Благовещенскра, ман пуҫра «Ӑҫта эс, тинӗс?» калав шухӑшӗ ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ку вӑхӑта икӗ ача ҫуралнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Тӑван ял, унӑн ҫыннисем ҫинчен хам мӗн илтни-пӗлнине, ас тунине кӑшт та пулин ҫырса хӑварас шухӑш-тӗллев аслӑ шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех ҫуралнӑччӗ.

Желание написать о родной деревне, размышления о том, что я слышал и помнил о ее людях, зародилась еще в годы учебы в высшей школе.

Автортан // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Ҫавнашкал каланисене илтнӗрен, Епифановсем пирӗн тӑшмансем пулни, вӗсем аттене ҫеҫ мар, хӑйсем аллине лекес-тӗк, унӑн ывӑлне те чиксе е пӑвса вӗлерме хатӗрри, вӗсем пач улӑштармалла мар пӗлтерӗшпе хура юнлӑ ҫынсем иккенни пирки манра ача чухне ҫирӗп те уҫӑмлӑ ӑнлану ҫуралнӑччӗ, анне вилнӗ ҫулхине Авдотья Васильевна Епифанова, la belle Flamande, чирлӗ аннене пӑхнине курсан, вӑл хура юнлисен ҫемйинчи ҫын пулнине эпӗ йывӑрпа ӗнентӗм, ҫапах ку ҫемье пирки чи япӑх шутлама пӑрахмарӑм.

По этим данным я в детстве составил себе такое твердое и ясное понятие о том, что Епифановы наши враги, которые готовы зарезать или задушить не только папа, но и сына его, ежели бы он им попался, и что они в буквальном смысле черные люди, что, увидев в год кончины матушки Авдотью Васильевну Епифанову, la belle Flamande, ухаживающей за матушкой, я с трудом мог поверить тому, что она была из семейства черных людей, и все-таки удержал об этом семействе самое низкое понятие.

ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Килтен тухса кайса хӑй тӗллӗн ӗҫлесе тӑранса пурӑнас шухӑш унӑн тахҫанах ҫуралнӑччӗ.

Мысль о том, чтобы уйти из дому и самостоятельно зарабатывать на, жизнь, мелькала у него уже давно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫавӑн чухне Давыдов, пӑрахут ҫинчен тӗпсӗр тинӗс авӑрне пӑхса, ҫӗр хуппине хускатакан ҫав тери хӑватлӑ вӑй ҫинчен шухӑша путнӑччӗ, унӑн пуҫӗнче ӑнсӑртран пӗчӗк идея ҫуралнӑччӗ.

Он всматривался с борта парохода в глубину океана и в мозгу его формировалась еще робкая идея о силах, вызывающих движения земной коры.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

— Чӑваш чӗлхине вӗренес шухӑш 2016 тата 2018 ҫулсенче ҫуралнӑччӗ.

— Идея изучения чувашского языка родилась в 2016 и 2018 годах.

«Ютубра» 100 ытла чӗлхе, чӑвашли те пулмалла // Ирина КУЗЬМИНА. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... e-pulmalla

Ӗҫ хура тӑпрара мар, мӗнле ертсе пынинче пулнине ыттисене ӗнентерсе парас ҫирӗп шухӑш ун чухнех ҫуралнӑччӗ унӑн, ун чухнех вӑл хӑйне йывӑр условисенчи ӗҫре тӗрӗслесе пӑхас тесе шутланӑччӗ.

И тогда еще возникло у него упрямое желание доказать другим, что дело не в черноземе, а в методах руководства, и проверить самого себя на работе в трудных условиях.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Таҫта, чӗре тӗпӗнче, иккӗленӳллӗ шухӑш та ҫуралнӑччӗ: «Ухмахла туса хумарӑм-ши эпӗ, васкамарӑм-ши? Тен, ремесленнӑйнех каймаллаччӗ пуль?» — теттӗм.

Где-то в душе даже вертелось сомнение: а уж не сглупил ли я, не поторопился ли? Может, лучше было пойти в ремесленное?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӑватӑ ҫулхи вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсенче-ха, Лешнюв патӗнчи куринке ҫинчен Австро-Венгри ҫарӗсемпе обозӗсем хӗвӗшнине чи малтан сӑнанӑ чухне, унӑн ӑшӗнче: «Мӗнле ҫынсем-ши вӗсем? Мӗнлерехскерсем?» — текен айванла шухӑш ҫуралнӑччӗ.

Наивное чувство родилось в первые дни четырехлетней войны, когда он под Лешнювом с кургана наблюдал в первый раз за суетой австро-венгерских войск и обозов: «А что за люди? А какие они?»

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Гладков урамӗнчи шкул строительстви тӗлӗшпе те ыйтусем ҫуралнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Чун-чӗрере те сивлек, канӑҫсӑр туйӑмсем ҫуралнӑччӗ.

В душе возникали холодные, беспокойные чувства.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Студент чухне училищӗрен тухса каяс шухӑш пӗрре мар ҫуралнӑччӗ.

Будучи студентом не раз были мысли об уходе из театра.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Шӑпах ун чухне ҫакӑн пек ӗмӗт те ҫуралнӑччӗ: «Эх, ентешӗмӗрсене Раҫҫейре пурӑнакан пур халӑхӑн культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштармалли самант хӑвӑртрах ҫиттӗрччӗ».

Именно тогда родилась такая мечта: "Эх, вот бы быстрей пришло время знакомить земляков культурой, традицией всех народов, проживающих в России".

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех