Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурма тӗттӗмре пулин те Авдей хӑй ҫине пӑхнине, ӑна аллинчен ҫупӑрланине туять.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ҫав ӑшша кӗрес килет унӑн, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗве ҫупӑрланине, чуна ачашшӑн кӑтӑкланине туяс килет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сахал-и вӗсем амӑшӗсем хӑйсен ачисене ачашшӑн ҫупӑрланине ӑмсанса сӑнанӑ.Мало ли раз они с завистью наблюдали, как мамы ласково обнимают своих детей.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Пӑлтӑра кӗрсе пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух та эпӗ лайӑххӑн вӑранайманччӗ-ха, анчах малти пӳлӗм алӑкӗн ҫӑри, питӗрмелли пӗчӗк кӗле, пӑрнӑҫнӑ урай хӑми, лар, ҫурта лартмалли кивӗ ывӑс, ӗлӗкхиллех тумлам-тумлам хытса ларнӑ шӑн ҫулӑскер, шӑн ҫу ҫуртин халь ҫеҫ ҫутнӑ кукӑр та сивӗ хӑйӑвӗнчен ӳкекен мелкесем, яланах тусанлӑ, кӑларса лартман ик хут чӳрече (эп астунӑ тӑрӑх, ун умӗнче пилеш ӳсмелле), — ҫаксем пурте чуна ҫывӑх туйӑннӑран, вӗсем асаилӳсемпе тулса тӑнӑран, пӗр шухӑшпа ҫыхӑннӑ пек пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑран, эпӗ сасартӑк ҫак савнӑ кивӗ ҫурт хама ҫупӑрланине туйса илтӗм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шурӑ пӗсехеллӗ шӑркалчӑсене ҫил тармалантарнӑ Дон ытамӗнче хумсем ачашшӑн савса ҫупӑрланине кӑнтӑр кунӗнче те час-часах курма пулать.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1