Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ куна савса, тин ҫеҫ сӑмсаланакан таса, сенкер кун ҫутине ачашшӑн ытамласа ҫупӑрлакан, нарланса ҫиҫекен хӑчӗ-имӗ ҫук йывӑҫлӑ, таттисӗр вӑрман хура шӑпаллӑ тӑр пӗччен ҫыншӑн ҫав-ҫавах хӑлхасӑр, куҫсӑр юлчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пытармастӑп: кӑмӑлӑм пӑсӑлчӗ; паллӑ мар хӗр сӑн-сӑпатӗнче пӗр кӗвӗллӗ пӗр-пӗтӗмлӗх ҫупӑрлакан чӗрӗ чунӑн килпетлӗ уҫӑмлӑхне курнипе ҫеҫ те мар, ҫавна пула кӑмӑл-туйӑма йӳле янипе те мар.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ачана пӑрахут ҫинче кичемлӗх пуса пуҫланӑ, вара, ҫӗнӗ курӑм-туйӑмсен тӗрлӗ тӗслӗ тетӗри витӗр, унӑн умне час-часах Анфиса мӑнаккӑшӗн савӑшлӑ сӑнӗ — хӑйӗн юмахӗсемпе, чуна хаваслӑ ӑшӑпа ҫупӑрлакан йӑлтӑркка ҫемҫе куллипе — туха-туха тӑнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗпренчӗкӗн те хӑйӗн ӗренки-самайӗ тенешкел, пӗтӗм пархатарпа саватпӑр, мухтатпӑр сана, чӗремӗрсене ыррӑн-ыррӑн ҫупӑрлакан вӑйӑ-тӗпренчӗкӗмӗр!
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑпӑшка пӗлӗт куписем сирӗлсе пӗтрӗҫ те, хӗвел ҫӗр ҫине вӗри пайӑркисене сапаларӗ, ҫырма леш енче хӗвел ҫути ҫупӑрлакан улӑх курӑнчӗ.Солнце разворошило пышные стога облаков, и на землю хлынул горячий поток лучей.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ромашовшӑн мӗскер-тӗр пач пӗлменни, паллӑ марри пурччӗ каллех ҫак тинкерӳре — лӑпкаса ҫупӑрлакан темле ачашлӑх та, ҫивӗч тимлӗх те, кайӑксӑрлӑх та, унтан та шаларахра вара, сенкер куҫ шӑрҫисен асамлӑ тарӑнлӑхӗнче, мӗскер-тӗр чунӑн чи-чи вӑрттӑн чӗлхипе калаҫакан, ӑнланма, тавҫӑрса илме ҫукла тӗлӗнтермӗш йӑпшӑнса пытарӑннӑччӗ… —
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йывӑҫсене хуҫса ҫӗмӗрекен тӑвӑл та, курӑксене тайса ҫупӑрлакан вӑркӑш юхӑм та…И ломающая деревья буря, и склоняющая растительность тихий ветерок…
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
- 1