Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтарнӑ (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танк ӑшӗнчен тухса тарма хӑтланакан нимӗҫсене автоматран ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн халӑха ҫакса та вӗлернӗ, вутра та ҫунтарнӑ, хӗҫпе те каснӑ, пӑшалпа та пенӗ, вӑл ҫавах вилмен.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Мӗн тума? Эпӗ суя паспортпа пурӑннине пӗлчӗҫ-ши? Миххан мунчине ҫунтарнӑ тесе арӗслеме килчӗҫ-им?» — таҫта тӗпсӗр шӑтӑка ярӑннӑ пекех туйӑнчӗ Микулана.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Максим» пулемет таранах хӗҫпӑшалланнӑскерсем, вӗсем совет активисчӗсене, комсомолецсене вӗлернӗ, ялсене ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паллашнӑ ятпа ӗҫнӗ чух, ӳсӗрпе вӑл ял Совет председательне Малюҫа хӑй Петроградра, унтан Мускавра пуян ҫынсен ҫурчӗсене ҫаратса ҫунтарнӑ моряк-революционерсенчен пӗри пулни ҫинчен уҫса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Думитру Георгиевич ӑшне миҫе ҫул хушши ҫунтарнӑ хыҫҫӑн ҫаврӑнса ҫитрӗн эс ун патне?

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Паҫӑрхи калаҫура Сидоркин мӗн-ма хӳтӗлерӗ Турунова, мӗншӗн Турунов кӑлтӑкӗсем ӑна питех хумхантарман пек, ман чӗрене вара ҫунтармаллипех ҫунтарнӑ пек пулса тухрӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тата мӗншӗн ҫунтарнӑ мана?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна вӑрӑм кун-ҫулӗнче ҫил-тӑман та лӑсканӑ, ҫумӑр та ислетнӗ, ҫил-тӑвӑл та муталанӑ, аҫа-ҫиҫӗм те ҫунтарнӑ, вӑл пурпӗрех аптраса ӳкмен, хӑнк та сикмен, мӗншӗн тесен кӑпӑшка тӑпран техӗмлӗ те сиплӗ сӗткенне ӗмекен тымарӗсем паркаланса-тачкаланса тарӑнран тарӑна кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ.

В деревне Синьял-Яуши Вурнарского района 64-летняя сельчанка решила сжечь мусор.

Типӗ курӑк ҫунтарса... ҫурт та ҫунса каять // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34731.html

А.Ф.Егоров старшина мӗн вӑрҫӑ чарӑничченех 120 миллиметрлӑ миномет расчечӗн командирӗ пулса тӑшмана вутпа ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Унччен те пӗр-ик йывӑҫ ҫапла майпа «шаккит парса» илнӗччӗ-ха Пуриса, ҫамкине «ҫиҫӗм ҫунтарнӑ шӗшкӗ мӑйӑрӗ» пек шишка мӑккӑрттарса хӑварнӑччӗ, ку вара ниепле те юнавран сыхланса ӑса кӗрсе ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫултах дистрофи текен чир хӑртса-чӑмласа хӑварнипе ҫиҫӗм ҫунтарнӑ мӑйӑр пек шуранкарах сӑн-питлӗ, куҫӗ ҫурхи ҫӗмӗрт ҫулҫине аса илтерет, ҫырӑ ҫӳҫне ҫамка тӗлӗнче тӗпек хӑварса кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫхине баллон ҫунтарнӑ тӗлте шӳт, вӑйӑ-кулӑ, качакалла выляни.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Ҫавӑнпа та покрышка ҫунтарнӑ ҫӗре лайӑх тумсене тумланса каймастӑн, киввисене.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Ӗлӗк кӑк вуттине сӑра тунӑ чухне кӑна, сӑра хаяр пултӑр тесе, лаҫра хуран айӗнче ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Каҫсерен вӑл, ял-йыш ҫывӑрса кайсан, хӑйсен ялне чупнӑ, ял активисчӗсен килӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрте-тӗрте ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Иконсене вутта пӑрахса ҫунтарнӑ, вӗсене ӗненсе пуҫ ҫапакансене еретиксем, урӑхла каласан, турра хирӗҫле ҫынсем тесе айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ӑна качча илесшӗн — Юрату ҫунтарнӑ чух Ҫак Севккесӗр Тутирекшӗн Пысӑк телей урӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Килте анне вут хутса ҫунтарнӑ, аппапа иккӗшӗ кӑмакара пӗҫернӗ ҫӗрулмипе купӑстана ҫисе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех