Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтаратчӗ (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑсӑрланса-пӑтранса тӑракан тӳпе витӗр хӗртнӗ тимӗр пек ҫунтаратчӗ хӗвел.

Зато солнце жгло раскаленным железом.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпир килнӗ чухне нимӗҫ пӗтӗмпех ҫунтаратчӗ, пӗтӗмпе аркататчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сергей Ивановичпа Эльгеев пырса кӗнӗ чух Васильев фельдшер ширма хыҫӗнче сусӑрланнӑ ҫынсене пӑхатчӗ, куҫ чирӗпе пынисене те ешӗл сенкер кӑранташӗпе ҫунтаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унпа паллашма ҫӑмӑлччӗ — ӑна ӗҫтерсе ҫитерме ҫеҫ сӗнмеллеччӗ, вӑл пӗр графин эрех тата хӑй юратнӑ апатне — хӗрлӗ пӑр ҫапа пӗҫернӗ вӑкӑр пӗверне пӗр порци ыйтатчӗ; вӑл апат ҫӑвара та пӗтӗм ӑшчикке шутсӑрах ҫунтаратчӗ

С ним легко было познакомиться, — стоило только предложить ему угощение; он требовал графин водки и порцию бычачьей печенки с красным перцем, любимое его кушанье; оно разрывало рот и все внутренности.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗчӗкҫӗ те пӑра пек ҫивӗчскер, пӗр канӑҫ памастчӗ вӑл мана, ҫунтаратчӗ кӑна.

Маленький, юркий, похожий на сверло, он не давал мне покоя, разжигал меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫакӑ ят ман ӑша ҫунтаратчӗ, эпӗ унран минтерпе витӗнсе пытанма тӑрӑшаттӑм, эпӗ ҫиллӗме чараймастӑм…

Это название жгло меня, я старался уйти от него в подушку, я негодовал —

XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех