Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗршерӗн те пиншерӗн ҫуннӑн Ятлисемпе ятсӑррисем, Ҫун — ҫуркунне ӑш ҫумӑр ҫунӑн, Ҫун — шӑтса тухнӑн тырӑсем.
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
Тӳпере шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пӗлӗт айӗнчен тухрӗ, ытти ҫӑлтӑрсем хушшинче вӑл уйрӑмах йӑлтӑртатса ҫуннӑн курӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Апла эппин эпӗ чӑнах урӑх ҫыран хӗрринче. Телейлӗ ҫӗршывра», — вӗлтлетсе иртрӗ шухӑш асапланса пӗтнӗ ача пуҫӗнче; халь ӗнтӗ ӑна пӗрремӗш хут факелсем хӑйпе юнашар мар, таҫта инҫетре-инҫетре, ылханлӑ ҫӗр-шывра ялкӑшса ҫуннӑн туйӑнчӗҫ.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗвел айӗнче симӗс ҫулҫӑсемпе ҫуннӑн туйӑнать, вӑрман ҫийӗн симӗсрех тӗслӗ тӗтӗм явӑнать.Как будто горит под солнцем зелеными огнями, даже зеленоватый дымок над ним вьется.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Юхса тухнӑ куҫра вут ҫуннӑн туйӑннӑ, пыра юн тулнӑ.Казалось, что в вытекшем глазу горел огонь, в горло лилась кровь.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тупӑ сассисем хумханса илеҫҫӗ, пирӗн пуҫсем ҫинче шӑршлӑ чӑрӑш лӑссисем ҫуннӑн туйӑнаҫҫӗ.Звуки выстрелов колебались; казалось, что выше нас горит эта пахучая сосновая хвоя.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсем унта Швейцаринчи е Шотлӑндири евӗрлӗ мӗнле те пулин каҫа курайман пулӗччӗҫ: ҫав ҫӗршывсенче пӗтӗм ҫутҫанталӑк — вӑрман та, шыв та, хӳшӗсен стенисем те, хӑйӑр сӑрчӗсем те — пурте тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; пӗр-пӗр Ледипе пӗрле мӗнле те пулин ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсем патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кукӑр-макӑр хӑйӑрлӑ ҫулпа тӗреклӗ замока васкакан юланутлӑ арҫынсен мӗлкисем ҫав тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫинче яр-уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ; замокра вӗсене Вальтер Скотт пирӗн асра хӑварнӑ нумай картинӑсем кӗтеҫҫӗ — икӗ роза хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен аслашшӗ каласа пани, хир качаки ашӗнчен пӗҫернӗ каҫхи апат тата лютня каласа ҫамрӑк мисс юрласа панӑ баллада.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1