Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунни (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑмӑлттай е ирсӗр ҫын ачасӑррине те улталать, ун пек ҫыншӑн тепӗр ҫын чӗри ҫунни нимӗн те мар, уншӑн вӑл ҫунса пӗтнӗ пируса пӑрахнӑ чухлӗ те шел мар.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара эпӗ уншӑн ҫунни те уссӑрах пулать…»

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман шутпа, турӑш умне ҫунма лартнӑ хуть те мӗнле ҫурта та, ҫыннӑн чун хирӗҫӳлӗхне пӗтереет пулсан, ҫунни харама каймасть.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Мӗнпурӗ те пӑру витине часрах тутарасшӑн ҫунни калаттарчӗ Туньккана ҫак сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫулна-йӗрне сӑнанӑҫемӗн Калас тесеттӗм тахҫанах: Ҫунни вӑл — пурӑнни этемӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ӑшӑ ҫумӑр ҫуса Ҫӗр питне шӑварса, Асамат кӗперӗ Ҫичӗ тӗспе ҫунни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Кухньӑра ҫутӑ ҫунни алӑк хушӑкӗнчен курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫав куҫра — ӳпкев те, хурлӑх та, тасан хыпса ҫунни те тата темскер, ӑнланма ҫукки, пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑмӑла кайрӗ тата эпӗ илсе килнӗ ҫамрӑксене ял пуласлӑхӗшӗн ҫунни, мӗнле аталантарас пирки вӗсен проблемисенчен тухмаллине сӗнни питӗ савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Ҫӗр ҫунни тата унран тӗтӗм тухни пушар ҫӗр айне кайнине кӑтартать, торф шалтан ҫунса пушӑ вырӑнсем хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ӑна укҫа-тенкӗ енчен йывӑр пулнӑ, анчах вӑл мана епле юратни, маншӑн мӗнле ҫунни ҫав дневникран йӑлтах, йӑлтах курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн ӳт ҫунни ӑс-тӑн ҫунса кайнине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун пек хӑтланни ӗҫшӗн мар, чапшӑн та укҫашӑн хыпса ҫунни пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унта ҫуртсем явӑна-явӑна ҫунни, ҫынсем ниҫта кайса кӗреймесӗр чупкалани курӑнать, выльӑх-чӗрлӗх мӗкӗрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗве хули патӗнчен Хусан ҫунни каҫхине Пӗлӗте вут хыпнӑ пек Хӗрлӗ ҫулӑм кӑтартать: Аслати янтранӑ пек Тупӑ сасси кӑрслатать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Санюкӑн ӑш-чикӗ ҫунни, ӳт-пӗвӗ суранпа кӗрешни пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кабинӑра ҫӗр каҫӗччӗ-ха, анчах ӑшӗ хыпни, пырӗ ҫунни ӗҫес килтерсе, шывшӑн анкатрӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗттӗм пӳлӗмре Борисӑн пирусӗ чылайччен ҫунни курӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юлашки шӑнкӑрав уявне килнӗ ытти ашшӗ-амӑшӗ те ачисемшӗн ҫунни, ҫын тӑвас тесе тӑрӑшни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

— Комсомола илӗҫ-и, илмӗҫ-и те, сан сӑмахусем, эсӗ маншӑн ҫапла хыпса ҫунни вара маншӑн темрен те хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех