Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунмалли (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь вара ҫунмалли нимӗн те юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫунмалли, асапланмалли тата мӗн чухлӗ юлнӑ-ши Эверккин?

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Саншӑн хыпса ҫунмалли кӑна юлнӑ манӑн», — терӗ вӑл.

«Очень мне надо заботиться о тебе», — сказал он.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унта смалапа ҫу ҫинче йӗпетнӗ чӳпӗк те, смалапа ӑвӑс сӗрнӗ вӗрен те, смалаллӑ хӑма татӑкӗсенчен труба туса ӑшне хыпса ҫунмалли япала тултарнӑ факелсем те пур; ҫавсене пурне те илсе, вӗсем ҫапӑҫӑва тухма хатӗрленчӗҫ.

Факелы из пакли, пропитанной смолой и салом, из смолистых дощечек, соединенных в трубки и наполненных воспламеняющимся материалом, зажгли их и, яростно размахивая ими, как мечами, приготовились с этим жалким оружием встретить все опасности.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сехетре 100 километр вӗҫекен машина тӑкак сахал тӑвать, вӑл пӗр километр кайма ҫунмалли виҫӗ пуслӑх ҫеҫ пӗтерет», — тенӗ.

Кроме того, машина, рассчитанная на скорость ста километров в час, может работать очень экономно, расходуя на каждый километр горючего всего на два-три цента».

33. Каллех Францинче // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Акӑ мӗн калатӑп сире: Евдокеяшӑн эпӗ тахҫантан ҫунатӑп, анчах пирӗн халь хӗрсемшӗн ҫунмалли вӑхӑт мар, ма тесен эпир контрӑпа ҫапӑҫатпӑр, ӑна ним хӗрхенмесӗр аркататпӑр.

А скажу я так: я об Евдокии давно страдаю, но зараз нам дюже некогда по девкам страдать, мы воюем с контрой и побиваем ее беспощадно.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех