Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунмалла (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санӑн куншӑн уйрӑммӑнах ҫунмалла, Тихон Иванович.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тен, ӑна тупассишӗн ҫунмалла та мар, тен, эпӗ чӑн-чӑн юрату тӗл пулсан, хамӑн вӑя ҫухатса кӑна ярӑп, тен, ӗмӗтленсе юрату шырани кӑна мана вӑй парать?» — час-часах шухӑшлаттӑм эпӗ, анчах мана ҫав вӑхӑтсенче ҫапах та — йывӑрччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чим-ха, Герасим Федотовичӑн ҫав териех хыпса ҫунмалла мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ашшӗ-амӑшӗн пепкисен ырлӑхӗшӗн чун-чӗрепе ҫунмалла, ывӑлӗ-хӗрӗсен хӑйсене пурнӑҫ панӑ чи ҫывӑх ҫыннисене хисеплесе, вӗсенчен тӗрӗс тӗслӗх илсе, лайӑх ҫынсем пулса ӳсмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

— Мӗншӗн ӑш ҫунмалла санӑн, хӗрӗм?

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗмӗр-ӗмӗр тамӑкри пек ҫунмалла пулӗ!

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурне те тума пултаракан киремет, хӑвна итлемен сурханахсене хӑватна кӑтарт, инкек ҫине синкек ярса чӗрисене вутпа ҫунмалла ту.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫапла, кукамай, управа та ҫунмалла!

— Да, бабушка, непременно и управа!

Пурте — пӗриншӗн, пӗри — пуриншӗн те // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Ну, ху пӗлен, анчах асту: тутти яланах ырӑ кӑмӑллӑ, выҫҫин ытларах хыпса ҫунмалла пулать…

— Ладно, только смотри, на сытый желудок жить веселей, у голодного забот вдвое больше…

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Малик гранатӑпа ҫӗмӗрнӗ нимӗҫ штабӗн ҫуртӗнче туртса илнӗ документсене вуласа ларнӑ, унӑн боецӗсенчен пӗри Ленинградри механически завод слесарӗ пулнӑ Мартынов ҫунмалла мар шкапсем патӗнче вӗсене уҫма хӑтланса, тар юхтарса нимӗҫсен кутӑн техникине ятланӑ.

Малик сидел в разбитом гранатами доме немецкого штаба, читал захваченные документы, а один из его бойцов, бывший слесарь Ленинградского механического завода, Мартынов, возился у двух несгораемых шкафов и, обливаясь потом, ругал упрямую немецкую технику.

Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.

Юн кӳлленчӗкне курсан старикӗн ытлашши ӑш ҫунмалла ан пултӑр тесе, майор ҫав ҫула суйласа илнӗ.

Этот путь был выбран майором с тем, чтобы избавить старика от мучений при виде пролитой крови.

XL сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Паян ура айӗнче юр ҫунмалла.

Сегодня снег должен гореть под ногами.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Ӗне хӳрисене ҫыхасси йывӑр ӗҫ-и вӑл, вӗсемшӗн мӗн тери хыпса ҫунмалла!

«Велико ли дело — коровьи хвосты, а сколько с ними хлопот!

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Малтан пурнӑҫа кӗртессишӗн ҫунмалла, кайран тӳсӗмлӗн кӗтмелле.

— Сначала очень хотеть, а потом терпеливо ждать.

Улттӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Пуриншӗн те ҫунмалла, чуна памалла, эсӗ вара…

Болеть надо за все, душу свою отдавать, а ты…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑюне антар кӑшт, анчах ҫутӑ ҫӗрӗпех ҫунмалла.

Прикрути фитиль, а огонь должен гореть всю ночь.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗн каласси пур вара, юлташ питех те хыпса ҫунмалла проблемӑна тупнӑ!

Нечего сказать, нашел товарищ животрепещущую проблему!

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗншӗн ҫунмалла вара унӑн, Болгарин?

— А зачем ей гореть, Болгарии?

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Давыдов ҫине кунсӑр пуҫне те тем чухлӗ пысӑк е пӗчӗк ӗҫ тиенчӗ, кашни ӗҫшӗн вара хыпса ҫунмалла, кашнине тимлесе тумалла.

Да и помимо этого изрядное число больших и малых забот легло на плечи Давыдова, и каждое дело настойчиво требовало к себе постоянного и неусыпного внимания.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Калӑпӑр, пӗр-пӗр ултавҫӑ этем ҫунмалла мар ҫуртсем шутласа кӑларать те вара хула лартма тытӑнать: укҫа кирлӗ пирки вӑл ятарласа хатӗрленӗ документ сутма тытӑнать, калӑпӑр, пӗрине пилӗкҫӗршер тенке, ухмахсем вара ҫав хутсене илеҫҫӗ те тата тепӗр ҫынна сутаҫҫӗ.

— Это, например, мошенник какой-нибудь выдумает делать несгораемые домы и возьмется город построить: нужны деньги, он и пустит в продажу бумажки, положим, по пятьсот рублей, а толпа олухов и покупает, да и перепродает друг другу.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех