Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумран (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле кинемейӗнне пахчинчи ҫӗр улмине ҫумран тасатнӑ, терӗ пулса.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӑл сан ҫумран хӑпмасть.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Револьвера парӑр та ман ҫумран сирӗлӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь револьвера тавӑрса парӑр та ырӑ пуҫ чухне ман ҫумран сирӗлӗр!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тархасшӑн, ман ҫумран хӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хамӑр пултарнипе ыттисене тӗлӗнтерер, пирӗн ҫумран «сӑмса шывӗсем» аякра тӑччӑр, — терӗ руль умӗнче ларакан Иваҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Тӑм калакне сак ҫине хуратӑп та алла ун еннелле яратӑп — вӑшт ҫеҫ тарать ман ҫумран.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пӗлетӗн-и, — терӗ Эльвира, Славик ҫине пӑхса, — мӗншӗн ҫын пӑрӑннӑ пек туйӑннӑ каҫпа мана сан ҫумран?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Кам пӑрӑнса кайрӗ, ара, сан ҫумран, шурӑ кӗпеллӗскер?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пахом та хай ачисене кӑкарса хунӑ пек ҫумран ямасан, тепри те ҫаплах тусан, кам ҫӗнӗ заводсем лартӗ, завочӗсенче кам ӗҫлӗ?..

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ыйтрӑм та, каламасӑр чупса иртрӗн ҫумран

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирӗн ҫумран икӗ хӗр наҫилккапа вӗт чул йӑтса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсен пӗр юххи ман ҫумран вирхӗнсе иртет те, шыв вӑрри тинӗсе пырса кӗнӗ пек, ҫӗнӗ завод ҫӗкленсе сарӑлнӑ ҫӗрте — капмар ҫуртсен таврашӗнче, металл каркассемпе сӑвайсен «вӑрманӗсенче», котловансен тӗлӗнче, кирпӗч куписемпе панель шаршанӗсем хушшинче — темиҫе юппа уйрӑлать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫумран ҫын иртсе кайсан та пӗр сисмесӗр выртатӑр, турранкилешшӗсем!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫаван пек шухӑшсем хӑпма пӗлмеҫҫӗ ман ҫумран, пурнӑҫ шухӑшӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах Альбина мана шухӑша кайса тӑма ытла та сахал вӑхӑт пачӗ: ман ҫумран пӗр самантлӑха та хӑпмарӗ — ташлас пулсан, кашнинчех манпа ташларӗ, — ларас пулсан, манпа ҫумлӑ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Йывӑҫ тӑррисем ерипен сулланни те, пӗр-пӗр турат шӑтӑрт хуҫӑлса анни те, ҫумран кайӑк вӗҫсе иртни те уншӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмаллах хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Тен, вӑл ман ҫумран аяккалла шӑвӑнса кайнӑ?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ту ҫумӗпе пыракан ҫул пирӗн ҫумран иртсе кӗпер урлӑ каҫать те, Вырӑс урамӗ урлӑ тухса, анкартисенчен иртсе сӑрт ҫине хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Икӗ вут куҫӗпе ялтӑраса ҫумран кӗрлесе иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех