Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫума (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, ҫӗнӗ кӗпене ҫӗн уйӑх юсаниччен тӑхӑнма юраман ⎼ нумай тӑхӑнасси пулмасть, юнкун вара кантӑр хутма, кӗпе-йӗм ҫума чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫапах та пӗр универмаг умӗнче ман ҫума икӗ каччӑ ҫулӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

— Мӗн пӗрмаях ҫулӑхатӑн эсӗ ман ҫума, — хӑтӑрса илчӗ Актай Уринене.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ачасем пурте ҫырмана алӑ ҫума чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Коля тете хӑйӗн шакла пуҫне хыҫкаларӗ те: «Юркка, ҫынсене чӗнме вӑхӑт ҫук, ҫумӑр ҫума пултарать. Утӑ аялтан паратна е ҫӳлте тележка ҫине панӑ утта майласа тӑратна?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Хытӑрах та хытӑрах пӑчӑртатӑп хам ҫума.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Чарӑнура пӗрле тӑнӑ ҫамрӑк арҫын ман ҫума пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Вӑл та ман ҫума сӗртӗнчӗ, куҫран тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

«Халь, ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче, хама сӗнекен ӗҫе хирӗҫлемесен, ӑна йышӑнсан, — шутларӗ Ирина, — вӑл ман ҫума куршанак е ана пыйти пек ҫыпӑҫса ларӗ, уйӑрса та пӗтереймӗн, чӑн-чӑн стройка ӗҫне те хутшӑнаймӑн».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унӑн тяппине «ҫума» ансатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Унччен те пулмарӗ, ман ҫума шкул ачи ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир ӳстерен тӗлӗнтермӗшсем // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Алӑ ҫума кӑмака хыҫӗнчи умывальник еннелле тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара хӑй ман ҫума пит йӑпшӑннипе улталанса пурӑнмастӑп-ши эп?

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманпа Тамара сулӑ ҫинче ярӑннӑ сехетре лапка-лапка юр ҫума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑм витрине ҫӗклесе парать ҫак, ҫума пырса тӑрать те ихик! тесе авкаланса илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑнтӑр районсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Куҫарса пулӑш

Малтан юр ҫӑвӗ, кайран сивӗтӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36686.html

Унччен те пулмарӗ шартлаттарса аслати кӗрлеттерсе ячӗ — витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ ӑна пӗчӗк ачана ачашланӑ пек ытама илетӗп, хам ҫума чӑмӑртатӑп.

Я крепко обнимал его, точно малого ребенка.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Кил-ха ман ҫума, пӗрле выльӑпӑр, — сӗнчӗ ӑна Пӗчӗк принц.

— Поиграй со мной, — попросил Маленький принц.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Октябрӗн 21-мӗшӗнче, шӑматкун ҫумӑр ҫума пуҫлать, ҫӗрле нӑкӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Сивӗтет, юрлӑ ҫумӑр кӗт // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/novosti/2023-10- ... -t-3483851

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех