Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулӑмран (тĕпĕ: ҫулӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Трактора пӑрахса хӑварсан тарса ӳкме пулать-ха ку ҫулӑмран, анчах апла юрамасть.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ӑҫтан тупан? — харӑс темиҫен ыйтрӗҫ Ҫулӑмран.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫулӑмран хӗмсем вӗҫсе хӑпарчӗҫ, пирӗн ҫине ӳкрӗҫ.

Искры метались над пламенем и оседали на нас.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эпӗ ҫулӑмран хӑрамастӑп, — тенӗ вӑл кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Я не боюсь взрыва, — подумав, сказал он.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Епле пулсан та, ҫав ҫулӑмран ачана ҫӗклесе тухмалла, анчах ҫил вӗрет, пур енчен те хӗм тӑкӑнать.

Надо во что бы то ни стало вынести из пламени ребенка, между тем дул ветер, искры сыпались со всех сторон.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Йӑмӑх ҫутӑ хыпса илнӗ ялавсем ҫулӑмран та ҫутӑрах ҫунаҫҫӗ.

Залитые ярким светом, ярче пламени горят знамена.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӗсем вутпа ҫулӑмран та, тӗтӗмрен те хӑраҫҫӗ.

Они боялись огня и дыма.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫынсем вут умне ларса тухрӗҫ, аллисемпе урисене ҫулӑмран катарахра тытрӗҫ.

Друзья уселись перед очагом, стараясь держать руки и ноги подальше от пламени.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗвел, ҫутӑ уйӑх ан мантӑр Ҫӗре ҫулӑмран ҫӑлнине, Этемлӗх ҫунмашкӑн ан патӑр Эпир пурнӑҫ панӑ ҫӗрне.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ачасене час-часах пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илтерсе тата «хӗрлӗ автан» алхасма пикенсен хӑйсене мӗнле тыткаламаллине вӗрентсе тӑрӑр: - май пулсан хваттертен е ҫуртран тухма тӑрӑшмалла, кӳршӗсене инкек пирки пӗлтермелле; - ашшӗ-амӑшне е ҫывӑх ҫыннисене шӑнкӑравламалла; - хваттертен тухма май ҫук пулсан балкон ҫине тухмалла е ҫулӑмран инҫе пӳлӗме тарса пытанмалла, алӑксене хытӑ хупмалла, аслисене шӑнкӑравласа пӗлтермелле, пулӑшу ыйтса чӳречерен кӑшкӑрмалла; - енчен те сӗрӗм картлашка площадкинчен кӗрет пулсассӑн, алӑка уҫмалла мар, аслисене шӑнкӑравламалла е балкон ҫине тухса «Пушар! Пулӑшӑр!» тесе кӑшкӑрмалла.

Часто напоминайте детям о правилах пожарной безопасности и как вести себя, если разыграется "красный петух": - если есть возможность, нужно покинуть квартиру и дом, сообщить соседям о беде; - позвонить родителям или родственникам; - если нет возможности выйти из квартиры, то нужно выходить на балкон или нужно прятаться в комнату, куда не поступает огонь, закрыть двери накрепко, сообщить старшим по телефону, кричать в окно о помощи; - если дым поступает с лестничной площадки, нельзя открывать дверь, надо позвонить старшим или кричать с балкона: "Пожар! Помогите!"

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

88. Эй Анания, Азария тата Мисаил, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр; Вӑл пире тамӑкран туртса кӑларчӗ, вилӗм аллинчен ҫӑлчӗ, кӑмака варринче ҫунакан ҫулӑмран хӑтарчӗ, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен хӑтарчӗ.

88. Благословите, Анания, Азария и Мисаил, Господа, пойте и превозносите Его во веки; ибо Он извлек нас из ада и спас нас от руки смерти, и избавил нас из среды печи горящего пламени, и из среды огня избавил нас.

Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Акӑ вӗсем — улӑм пекех: вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, хӑйсен чунне ҫулӑмран ҫӑлса хӑварайман; ӑшӑнмалӑх кӑмрӑкӗ те, ун умӗнче ларма кӑварӗ те юлман.

14. Вот они, как солома: огонь сожег их, - не избавили души своей от пламени; не осталось угля, чтобы погреться, ни огня, чтобы посидеть перед ним.

Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫылӑхлӑ ҫӗрӗн ҫимӗҫӗсене пӗтересшӗн вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шыв варринче те ҫулӑмран хытӑрах вӗтеленӗ.

19. А иногда и среди воды жгло сильнее огня, дабы истребить произведения земли неправедной.

Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех