Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулччӗ (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чух 1917-мӗш ҫулччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Такӑрлатнӑ ҫулччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Пирӗн урам варрипе ҫатма пек ҫулччӗ, айккипе - ҫерем, сап-сарӑ чечек.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

1933 ҫулччӗ ун чухне урамра.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ҫӳҫе текен уйсенче, Шурка ҫырми леш енче, Санькасси — Тутарла Кӑнаш ҫулӗ (ҫеремлӗ сарлака ҫулччӗ, халӗ сухаласа тӑкнӑ) хӗррипе улӑп юмансемпе хурамасем ӳсни лайӑх ҫирӗплетет.

На полях, называемых Сюзе, за оврагом Шуркка, вдоль дороги Санькасы — Татарские Кунаши (был широкой дорога с порослями травы, теперь она вспахана) хорошо подтверждается расположением дубов и вязов.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Манӑн ҫав урампа ҫӳремесен май килместчӗ, мӗншӗн тесен вӑл чи тӳрӗ ҫулччӗ.

Я не мог не ходить по этой улице — это был самый краткий путь.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Мӗнле ҫулччӗ вӑл, астӑватӑр-и?

Какой годище, помните?

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ох, мӗнле йывӑр ҫулччӗ вӑл!

Ох, что это был за путь!

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫав сукмак ту ҫинелле хӑпарса пытанмалли пӗртен пӗр ҫулччӗ.

Это была единственная тропинка, по которой он, в случае нужды, мог бы вернуться в горные дебри.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑп урам варринче ҫатма пек тип-тикӗс ҫулччӗ, вӑл кӑшт кӑна анаталлаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех