Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑкран (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑт уншӑн икӗ ҫулталӑкран та вӑрӑмрах пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Тепӗр ҫулталӑкран Академи Мускав ҫывӑхӗнчи Загорск хулине куҫнӑ, 1944 ҫулта вара, блокада иртсен, каялла Ленинграда таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Пӗр ҫулталӑкран стройка ӗҫӗнче электрик кирлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫулталӑкран вӑл кунта вилнӗ, ӑна Монтера пытарнӑ.

Здесь он умер годом позже и был похоронен в Монте.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Производительсем Пушкӑртстанра, патшалӑх промышленность системин информаци сайтӗнче (ГИСП) регистрацинче тӑмалла, ӗҫ опычӗ ҫулталӑкран ытла тата Евразин экономика пӗрлӗхӗн сертификачӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли тавар тӑвакан производительсене 3 млн тенкӗ таран пулӑшу парӗҫ // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Ҫав хушӑрах заявленисене париччен ҫулталӑкран кая мар ӗҫлемелле, Еврази экономика союзӗн килӗшӳллӗн сертификатне е декларацине тытмалла, Пушкӑрт территорийӗнче патшалӑх регистрацийӗ ГИСП промышленноҫӗн информсистемин сайтне регистрацилемелле.

При этом к моменту подачи заявления необходимо вести деятельность не менее года, иметь сертификат или декларацию о соответствии Евразийского экономического союза, госрегистрацию на территории Башкирии не менее года до дня заявки и регистрацию на сайте информсистемы промышленности ГИСП.

Пушкӑртра ача-пӑча таварӗсен производителӗсене малалла кайма тата реклама тума тӑкаксене компенсацилеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... le-3390731

Ҫулталӑка яхӑн окоп чаврӗҫ вӗсем, ҫулталӑкран акӑ халь уйӑх каярах ҫеҫ яла таврӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Паянхи куна ҫулталӑкран пуҫласа 7 ҫулхисене ача сачӗсенче вырӑнсемпе 75% тивӗҫтернӗ, икӗ ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхисене – 100%.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Виҫҫӗри хӗр ача пурччӗ унӑн: пӗр йӗкӗте качча тухнӑ та ҫулталӑкран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Ҫур ҫулталӑк хушши — вӗренекен шутӗнче, тата ҫур ҫулталӑк — пиллӗкмӗш разрядлӑ токарь, тепӗр ҫулталӑкран — улттӑмӗш разряд, кӑткӑс детальсем тӑвассипе ӗҫлени, юлашки ҫул — иккӗ, иккӗ ҫурӑ, виҫӗ норма тултарма пуҫлани — акӑ ҫакӑн пек пулчӗ унӑн ҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн пӗр ҫулталӑкран эпӗ сана тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах тата тепӗр ҫулталӑкран эпир пӗррехинче каллех ҫав сӑмсахра пултӑмӑр та, ун чухне эпӗ, каллех Ҫеҫпӗле аса илсе, ҫапла шухӑшларӑм:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫулталӑкран вӑл амӑшӗнчен пиччӗшӗпе инкӗшне тиркекен ҫырусем илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫулталӑкран пӗрле пулатпӑр вӗт.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫулталӑкран пенсие тухать те Шупашкара таптарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫулталӑкран сулахай урине чӗркуҫҫи таран татрӗҫ, пӗлтӗр — теприне…

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫулталӑкран хамӑн Юра ҫут тӗнчене килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Хусанта вӑрттӑн типографи уҫма ӗмӗтленекен поэта 1907 ҫулта революци ӗҫне хутшӑннӑшӑн тӗрмене лартнӑ, ҫулталӑкран пилӗк ҫуллӑха Якутск облаҫне ссылкӑна янӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вӑл уҫӑлсан пӗр ҫулталӑкран вырнаҫрӑм та, паянхи кун та тулли кӑмӑлпа ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫ вӗрет // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/10/ce%d0%b2e-% ... %b5%d1%82/

Республика Правительстви пулӑшу панине кура, «Специализированный застройщик СМУ-60» тулли мар яваплӑ общество Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫурта ҫулталӑкран та сахалтарах тапхӑрта туллин пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех